01 апреля 2009 г.
КИЛЕ кĕрсен мĕн лайăх; Юрăри пек каласан, ача-пăча сасси лайăх. Кил-картине тухсан вара; Палах, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк сасси. çакна нумаях пулмасть Кахăрлă Шăхалĕнчи Юмановсен хуçалăхĕнче пулса курса питĕ лайăх ĕнентĕм.
Кил хуçи – Валентин Михайлович – картишĕнче ăшталанатчĕ.
– Выльăхсене апат парса тислĕк тасатрăм та, алă пама алă та тасах мар, - терĕ вăл, сывлăх суннине хирĕç.
Сăмах çине сăмах – калаçу сыпăнса кайрĕ. Картиш тулли выльăх усраççĕ Юмановсем. Хальхи вăхăтра вĕсем ултă сысна, сăвакан икĕ ĕне, пилĕк вăкăр тытаççĕ. Ăшă та хăтлă витесенче усранăран, выльăхсем сывă та самăр.
– Чăн-чăн кĕтÿ вĕт! – тĕлĕннине пытараймарăм эпĕ. – Çакăн чухлĕ выльăх усрама çăмăлах мар пулĕ;
– Диван çинче тăсăлса выртса телевизор пăхма вăхăт çукпа пĕрех, - терĕ кил хуçи. – Яра кунах ĕçлетпĕр. Пĕтĕм çемйипех.
Юмановсем выльăх-чĕрлĕх малтан та нумай усранă, анчах хальхи чухлĕ мар. Çак шухăш хăçан пырса кĕнĕ-ха Валентин Михайлович пуçне; Темиçе çул каяллах, пурнăç арăш-пирĕшлĕхĕ сисĕнме тытăнсанах. Ун чухне вăл çăлăнăç выльăх-чĕрлĕх усранинче çеç пулнине питĕ лайăх туйса илнĕ: малтан пĕр пуç вăкăр усранă, кайран – иккĕ, пыра-киле вара çак хисеп паянхи шаях çитнĕ.
Выльăх усрасан, паллах, продукци те пулать. Ытлашши аш-пăша, сĕте сутса укçа-тенкĕ те пухăнать. Пĕлтĕр те Юмановсем темиçе вăкăр самăртса сутнă. Шел, юлашки вăхăтра выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн хакĕсем палăрмаллах чакрĕç. Вĕсене вырнаçтарма та йывăртараххи те пăшăрхантарать ял çынниснне: тар тăкса тунă япалана ытла та йÿнĕпе парас килмест-çке... Çавах та вăл ку тĕлĕшпе малашне лару-тăру лайăхланас шанăçа çухатмасть.
Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Вăкăрсемпе сыснасем те, апат пулмасан, ÿт хушаймаççĕ. Ăçтан илеççĕ, тупаççĕ-ха ăна Юмановсем; Вĕсен хăйсен пĕр гектар çурă çĕр пур, унта тĕрлĕ культурăсем, курăксем çитĕнтереççĕ. Ÿркенмесен, ытти майсем те пур: кил хуçи лаша кÿлет те, çырма-çатраран мĕн кĕркуннечченех курăк çулать. Сăмах май, лаши те вĕсен хăйсенех. Çапла майпа хĕл каçмалăх утă-улăм çителĕклĕ хатĕрлеççĕ, комбикорма вара туянма тивет.
Хăшĕсем килти хушма хуçалăха аталантарма тесе патшалăхран сахал мар ссуда илеççĕ пулин те йĕркеллĕн ура çине тăраймаççĕ. В.Юманов вара патшалăх умĕнче пĕр пус та парăма кĕмен – пурне те хăйĕн вăйĕпе саплаштарать. Продукци сутсах çемье нумаях пулмасть çăмăл автомашинăллă пулнă.
Юмановсен сад пахчи те – ялта пĕрре. Пирĕн тăрăхра çимĕç пракан мĕн тĕрлĕ йывăç-тĕм пур – пурте вырăн тупнă кунта. Пĕрер çеç мар, темиçешер тĕм таранах. Декоративлисем те сахал мар. Çавна май çемье компот- варени таврашне ытлашшипех хатĕрлет.
Чечексем ÿстерекене лайăх, ырă чунлă çын тетпĕр. Çакна Валентин Михайловичăн мăшăрĕ Нина Николаевна пиркиех каланăн туйăнать. Çуркуннерен пуçласа мĕн кĕркуннечченех вуншар та вуншар тĕрлĕ чечекпе ешерет, илĕртет вĕсен пахчи. Килте те, чÿрече янахĕсем çинче, чечеклĕ куршак хыççăн куршак. Çапла çав: илем пурнăçа юратма, ăна тата илемлĕрех тума хистет, вăй парать.
Сыв пуллашас умĕн Юмановсем мана чей ĕçме чĕнчĕç. Сахăрпа мар – пылпа. Вĕсен хăйсен вĕллисем те пур иккен. Çакăн хыççăн манăн çемьене ирĕксĕрех тăрăшуллă пыл хурчĕсемпе танлаштарас килчĕ: ырми-канми тăрăшмасан çакнашкал хуçалăха тытса тăрайăн-и вара; Çук пулĕ...