Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç калăпăшĕ паллă

08 апреля 2009 г.

ÇУРКУННЕ – çĕр ĕçченĕшĕн чи хĕрÿ тапхăр. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕлĕкех çапла каланă: ир тăракан çерçи тутă пулать. Асанкассисем те çак чăнлăха çирĕп тытаççĕ: урапана хĕлле, çунана çулла хатĕрлеççĕ.

Паянхи куна илес пулсан, хуçалăхра ял хуçалăх техникине юсаса пĕтернĕпе пĕрех. Тĕш-тырăсене акакан виçĕ сеялкăллă агрегат хатĕр, ăна уй-хире А.Кадеев механизатор илсе тухĕ.

Çĕр хатĕрлекен агрегатсем виççĕ пулаççĕ, вĕсене В.Судукова, А.Исаева, П.Белякова шанса патăмăр. Нÿрĕк тытнă çĕрте икĕ агрегат ĕçлĕ.

Эпир иртнĕ çул кĕр тыррисене 120 гектар акса хăварнăччĕ. Кăçал 90 гектар тулă, 80 гектар урпа, 70 гектар сĕлĕ тата вăрлăхлăх 15 гектар вика акатпăр. Кунсăр пуçне, 118 гектар нумай çул ÿсекен курăксем пур, пĕр çул ÿсекеннисен лаптăкĕ 20 гектар йышăнĕ.

Вăрлăхсене илес пулсан, вĕсем çителĕклĕ. Кăçал тулă вăрлăхне улăштарма шут тытрăмăр, Çĕрпÿри вăрлăхсене çĕнетес тĕлĕшпе ĕçлекен станципе килĕшÿ турăмăр. Минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас тĕлĕшпе те вăй çитнĕ таран ĕçлетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика