11 апреля 2009 г.
ÇАК кунсенче Пуянкасси ял поселенийĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ, культура ĕçченĕсем тата ялти актив Йĕпреçри уçă пĕлĕт айĕнче вырнаçнă этнографи музейне кайса курнă.
Экскурсантсем XIX ĕмĕрти чăваш хресченĕн çурт-хуралтисемпе, çил арманĕпе, икĕ хутлă кĕлетпе, музейри ал ăсталăхĕн япалисемпе интересленсе паллашнă, Мухтав мемориалĕнчи паркра пулнă.