15 апреля 2009 г.
ÇЫН пуласси ачаран паллă теççĕ. Ку чăнах та çапла ĕнтĕ. Çакна темиçе тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать. Акă, Пуянкассинче çуралса ÿснĕ Алексей Андроновах илер. Вăл мĕн пĕчĕкрен купăс калама, юрлама-ташлама юратнă. «Артистах пулăн ÿссе çитсен», - тенĕ ăна ялта. Çакă пултаруллă ачана татах та хавхалантарнă, малаллахи пурнăçĕ пирки шутлама вĕрентнĕ. Шкултан таврăнсан, уроксене хатĕрлеме лариччен, купăса алла тытса пĕрер юрă е ташă кĕвви шăрантарнă вăл. Аслисем киленсе те юратса итлесе ларнă Алексей купăспа каланине. Асламăшĕ, ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкскере мухтаса савăнтарнă. Шкулта та тăрăшса вĕреннĕ А. Андронов. Пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пынă, спортпа та питĕ туслă пулнă. Вĕрентекенсем те ăна мухтанă. Шкулта йĕркелекен концертсенчен пĕрне те хутшăнмасăр юлман Алексей. Ялти клуб сцени çине те час-часах тухнă, куракансене купăс каласа савăнтарнă.
Шкултан вĕренсе тухсан, пĕр иккĕленсе тăмасăр, Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кайнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăнă. Малалла университетри музыка факультетĕнче ăс пухма пуçланă вăл. Алексей, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-ташшине лайăх пĕлнĕрен, фольклор уйрăмне суйласа илнĕ. З. Козлова вĕрентекен, профессор, «Уяв» фольклор ушкăнĕн ертÿçи, унра пултаруллă вăйçăна, музыканта курнă. Часах А. Андронова та хăйĕн ушкăнне явăçтарнă. Пур çĕре те ĕлкĕрнĕ студент, нихăш енчен те начарпа палăрман.
Студент çулĕсем сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. Алла диплом илнĕскер, тăван ялĕнчи шкула ачасене музыка предметне вĕрентме таврăнать. Пĕрремĕш кунранах çамрăк учитель хăйĕн ĕçне чунтан парăнса ĕçлеме пуçлать. Аслă вĕрентекенсемпе килĕштерсе ĕçлет, вĕренекенсемпе те çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать. Шкул ачисем Алексей Николаевич урокĕсене пысăк хавхаланупа çÿреме тытăнаççĕ. Вăл вĕрентекен юрра-кĕвве хаваспах вĕренсе пыраççĕ.
Çулсем сисĕнмесĕрех малалла шăваççĕ. А. Андронов Пуянкасси шкулĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 5 çул çитрĕ. Пултаруллă музыкант юлашки çулсенче Виçпÿрт Шăмăршăри шкулта та ачасене музыка предметне вĕрентет. Çавăн пекех клубра та, садикра та вăй хурать вăл. Ÿркенменрен, хăйĕн ĕçне чунтан юратнăран пур çĕре те ĕлкĕрет. Концерт курма юратакансем асăрханă пулĕ, мĕн тери çăмăллăн калать вăл купăспа е баянпа, пÿрнисене вылянтарать кăна. Концертсене хăй хутшăннипе кăна лăпланмасть Алексей, хăйĕнпе пĕрле сцена çине ытти çамрăксене те илсе тухма тăрăшать. А. Андронов ялти Культура çуртĕнче аккомпаниатор пулса ĕçлеме пуçланăранпа пуянкассисем районта иртекен смотр-отчет концерчĕпе те, «Ахаяс» фольклор ушкăнпа та малти вырăнсене йышăнаççĕ. «Ахаяспа» республикăра, унăн тулашĕнче йĕркелекен тĕрлĕ мероприятисенче те палăраççĕ.
А. Андроновăн пархатарлă ĕçĕ куç умĕнчех. Ахальтен-им вăл кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илсе тăма тивĕç пулчĕ. Пирĕн вара Алексей Николаевич вĕрентекене малашне татах та пысăк çитĕнÿсем туса пыма ырă сунмалли çеç юлать.