Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывĕ пулĕ таса, тăрă...

15 апреля 2009 г.

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕн халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программи пирĕн районта та ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Çак тĕллевпех Хырла юхан шывĕ çинче 2005 çулта «Чувашгипроводхоз» институтăн проекчĕ тăрăх «Спецстройкоммуникация» ООО шыв хранилищи тума пуçланă. Вăл – шывпа тивĕçтермелли системăн пуçламăш сыпăкĕ, ăна хута ярсан 84 яла шывпа тивĕçтерме пулать. Çак хушăра шыв пыракан тата каякан каналсене, шыв пухăнакан узела тимĕр-бетонпа çирĕплетнĕ. Иртнĕ çул та тĕп сооруженисене тăвас тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ. Çитес çуркунне вара хранилище шывпа тулма тытăнмалла. 2008 çулта кăна, сăмахран, хранилищĕне тума федераллă бюджетран 40,02 миллион, республика бюджетĕнчен вара 215 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Кунти ĕçсене Камиль Салихов инженер-гидротехник йĕркелесе пырать. Вăл каланă тăрăх, сентябрте Хырлана пĕвелемелле.

Ĕçсем кунта хĕл кунĕсенче те чарăнса ларман: плотина каркасне хăйăрпа тултарнă, йывăçсене каснă. Çак çĕре плотина туса пĕтерсен рекультивацилеме пуçлаççĕ.

Шыв хранилищи – пысăк объект. Унăн фарваторĕ – 6,5 километр, 420 гектар яхăн çĕр шыв айне пулмалла.

Хальхи вăхăтра кунта 60 çынран тăракан бригада йывăç хунавĕсене касать. Йывăçсен тункатисене тасатас ĕçсем те пыраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çĕреççĕ, шыв пахалăхне пăсма пултараççĕ. Шыв тулмалли 12 кварталтан виççĕшне туса пĕтернĕ те ĕнтĕ.

К.Салихов каланă тăрăх, чи йывăрри – гидроузела хута ярасси. Тасатакан сооруженисем тума 36 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çакăн хыççăн çынсем патне пахалăхлă таса шыв пыма тытăнĕ.

Хранилищĕрен Шăмăршă енне 15 километр пăрăхсем хунă та ĕнтĕ.

Гидроузела тунă çĕрте тĕрлĕ йышши 49 техника хатĕрĕ ĕçлет: çĕр чаваканнисем те, автотранспорт та çителĕклĕ, сезон вăхăтĕнче вĕсем икшер сменăпа ĕçлеççĕ.

Стройкăра миçе çын вăй хурать тесе ыйтсан, К.Салихов çапла каларĕ:

– Столовăйра куллен 130 яхăн çын апатланать.

Шыв хранилищине тăвакансем çурма вахта меслечĕпе ĕçлеççĕ: икĕ эрне хыççăн – виçĕ канмалли кун. Мунча пурри те лайăх. Механизаторсенчен нумайăшĕ вара – палтиелсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика