15 апреля 2009 г.
ПĔЛТĔРХИ çак вăхăтрипе танлаштарсан, кăçалхи пĕрремĕш кварталта районта выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿсни сисĕнмеллех палăрать: мăйракаллă шултра выльăхсем халĕ 8268 пуç, вăл шутран сăвăнакан ĕнесем 4444 пуç, сыснасем 13397 пуç, лашасем 718 пуç шутланаççĕ. Кунсăр пуçне, ялсенчи уйрăм хуçалăхсенче 33707 пуç кайăк-кĕшĕк, уйрăм тата пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем 5118 пуç сурăхпа качака усраççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх пулсан, продукци те пулать. Иртнĕ кварталта, сăмахран, районта 91 тонна аш-какай, 580 тонна сĕт туса илнĕ, самăртакан ĕне выльăхсем талăкра 450-шар, сыснасем 189-шар грамм ÿт хушнă. Ку кăтартусем те пĕлтĕрхинчен лайăхрах.
Усă куракан кашни 100 гектар çĕр çĕр пуçне шутласан, кăçалхи виçĕ уйăхра 5,4 центнер аш-какай, 34,4 центнер сĕт туса илнĕ.
Виçĕ уйăхра пĕтĕмпе 230 пăру, 414 сысна çури, 20 путек илнĕ. Выльăхсем вилесси вара палăрмаллах чакнă.