18 апреля 2009 г.
УЙРĂМАХ аталаннă ачасене тупса палăртас тата вĕсене республика умне кăларас тĕллевпе, районта çур куннехи каникул вăхăтĕнче математика, физика, хими, экономика, истори тата географи предмечĕсемпе олимпиадăсем иртнĕ.
Рейтинг тăрăх пĕрремĕш вырăна Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул тухнă – олимпиадăна хутшăннă кашни иккĕмĕш ача призер пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта – Шăмăршăри вăтам шкул. Шăмăршăсем уйрăмах географи предметне лайăх пĕлнине кăтартнă.
Тĕп шкулсем хушшинче пуянкассисем малта.
Уйрăм участниксене илес пулсан, призлă вырăнсене Шăмăршăри вăтам шкулти Алсу Басыровапа Ольга Филиппова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти Николай Ермолаевпа Андрей Саминов пуринчен те ытларах çĕнсе илнĕ.
Олимпиадăсем çитменлĕхсене те кăтартса панă: вĕренекенсем хими тата экономика предмечĕсемпе вăйсăртарах.