Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла черкке ан тытчăр çамрăксем

18 апреля 2009 г.

КĂÇАЛ çул çитменнисем преступлени тăвасси чакрĕ. Сăмахран, вĕсем 2008 çулхи пĕрремĕш кварталта 4 преступлени тунă, кăçал çак тапхăрта – 1.

Çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине ан тухчăр тесен, ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене куллен асăрхаттарсах тăмалла, халех биографине хура пăнчă кĕрсен, кайран ку начар пулăмпа таврăнма пултарасси пирки аса илтермелле.

Ачана воспитани парассинче, паллах, ăна пĕчĕкрен ĕçе явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, ача ĕçе хăнăхать, иккĕмĕшĕнчен, кирлĕ-кирлĕ мар ĕç тума вăхăт сахал юлать.

Каçхине 9 сехет тĕлне ачан килте пулмалла. Вăл шкул заданийĕсене мĕнлерех пурнăçланине те тĕрĕслемелле.

Ача темле сăлтава пула киле питĕ кая юлса çитсен, вăл алкоголь шĕвекĕсем ĕçнине е ĕçменнине те тĕрĕслеме манмалла мар. Вăл сăра е эрех-сăмакун ĕçни палăрсан чи çирĕп мерăсем йышăнмалла. Çакнашкал çула тÿрех пÿлсе хумасан, вăл чире куçма пултарать. Çамрăк организм алкоголе хăвăрт хăнăхма пултарни пирки манма юрамасть. Сăмах май каласан, кăçалхи пĕрремĕш кварталта, ÿсĕр пулнă май, çул çитмен 5 çамрăк пирки милиционерсем протокол çырнă. Çак фактсене райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссире пăхса тухнă, обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕ яшсен ашшĕ-амăшĕсене штрафланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика