18 апреля 2009 г.
ЮР ирĕлнĕ хыççăн тĕрлĕ çÿп-çап палăрма пуçларĕ. Чылайăшĕ халĕ ăна пуçтарса тирпейлет, кил-çурт умне илем кÿрет. Хăш-пĕрисем çÿп-çапа çунтараççĕ.
Кăвайт чĕртсе çунтарнă вăхăтра питĕ асăрхануллă пулмалли пирки аса илтеретпĕр. Ăна кил-çуртран, лупасайран 50 метр айккинче кăна чĕртме юрать. Вут-кăвара пăхсах тăмалла. Ун юлашкийĕсене шыв сапса сÿнтермелле е çĕр чавса хупламалла. Кăвайт чĕртмелли условисем пулмасан çÿп-çапа свалкăна ăсатмалла.
Типĕ те çиллĕ çанталăкра вара курăкпа çÿп-çапа, пĕлтĕрхи ÿсен-тăран юлашкийĕсене çунтарма пачах та юрамасть, вĕсене ятарлă свалкăна тăкмалла.
Уяв кунĕсенче вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли çинчен уйрăмах асра тытăр. Пĕчĕк ачасене килте хăйсене кăна ан хăварăр, урамра та вĕсем ăçта вылянине асăрхасах тăрăр.