22 апреля 2009 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 45 участникĕпе инваличĕ пурăнать. Вăрçăра вилнĕ салтаксен арăмĕсем çирĕмĕн, тыл ветеранĕсем тăватçĕрĕн шутланаççĕ.
«Ветерансем çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, 2008 çулта тăватă ветерана çăмăл автомашинăпа тивĕçтернĕ, пиллĕкĕшне 100-шер пин тенкĕ укçан компенсаци тÿленĕ. Пĕлтĕр пĕр фронтовика, кăçалхи пĕрремĕш кварталта тепĕр фронтовика – хваттер туянма пурĕ 1100 пин тенкĕ социаллă пулăшу панă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн ветерансене материаллă пулăшу пама пирĕн района 23 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа апат-çимĕç наборĕсем хатĕрлесе валеçĕç. Кунсăр пуçне, Пенси фончĕ урлă пенси илсе тăракансене 350-шар тенкĕ укçа парса пулăшĕç.