Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуç тайса чысларăмăр

22 апреля 2009 г.

ЧИ сумлă професси çыннисенчен пĕри вăл – çĕр ĕçченĕ: тыр-пул туса илекен, пахча-çимĕç ÿстерекен, выльăх-чĕрлĕх пăхакан. Çак ĕçченсене сума суса чыслама эпир, Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнчи культура ĕçченĕсем, клуба пухрăмăр. Кунта ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисем, хальхи вăхăтра тăрăшса ĕçлекенсем пуçтарăнчĕç.

Çĕр ĕçченĕсене Л.А.Семенова ертсе пыракан шкул ачисен фольклор ушкăнĕ авалхи юрă-ташăпа савăнтарчĕ, кĕçĕн классенчи ачасем ĕç, хисеп тата çăкăр çинчен сăвă вуларĕç. Е.Муравьева, Л.Смирнова, Егоровсен çемье ансамблĕ хитре юрăсем шăрантарчĕç.

«Этем тени ĕçпе паха», - тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Яланах сĕтел çинче çăкăр пултăр тесен, мĕн чухлĕ вăй хумалла хресченĕн. Кăвак çутăллах тăрса мĕн тĕттĕмччен тар кăларса ĕçлемелле. Ял çыннишĕн ака тата вырма – чи хĕрÿ тапхăр. Ака-сухана мĕн ĕлĕкрен хресчен лашапа тунă. Çын ĕçне çăмăллатас тесе этем «хурçă ут» шутласа тупнă. Çак тĕлĕнтермĕшпе ялта чăн малтан ĕçлекенсем Ф.А.Юманов, Е.М.Поспелов, В.М.Мокеев пулнă. Ылтăн пучахсене вырса-çапса пÿлмене тултаракан пĕрремĕш комбайнерсем И.А.Муравьев, М.П.Каримов, М.В.Мулендеев та ăшă сăмаха тивĕç. Дояркăра нумай çул тăрăшса ĕçленисем – О.Б. Денисова, Д.Н.Васильева, З.А.Малова, Н.В.Васильева, Л.Н.Суркова. Çăмăл мар ĕне сăвакансен ĕçĕ. Ир-ирех тăрса, канмалли кунсăр, килте тем чул хĕрÿ ĕç пулсан та фермăна чупмалла. А.Н. Юманова, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ, ак çапла каларĕ дояркăсем пирки: «Эпĕ яланах сирĕнтен савăнса тĕлĕнеттĕм. Ачасем те ÿстереççĕ, кашни кунах ĕçе каяççĕ, пĕринчен-пĕри ăмăртмалла чаплă тĕрĕсем тĕрлеççĕ. Хăш вăхăтра ĕлкĕреççĕ-ши;»

Бригадăра вăй хуракансен те ĕçĕ çăмăл пулман. Алăран маттик, сенĕк, кĕреçе кайман. Миçе гектар çум çумламан-ши; Çурăм çинче йăтса миçе тонна тырă кĕртмен-ши кĕлете; Минимум тултарас тесе тăрăшнă çак ĕçчен хĕрарăмсем: Е.Б.Денисова, Л.К.Егорова, З.И.Савельева, Л.Н.Падиарова.

Выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансене те чыс турăмăр: Р.А.Муллина, Г.Н.Падиарова, П.Н.Захаров, Н.Н.Гладков. Хальхи вăхăтра мĕн çамрăкран вăй хуракансем: С.Г.Кузьмин, А.Н.Фадеев, Н.В.Андреева, Г.Н.Тимофеева та ырă сăмаха тивĕç.

Ĕçне кура хисепĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе чуна парса вăй хунăшăн, ырми-канми ĕçленĕшĕн патшалăх тивĕçлисене орден парса хакланă. Вĕсем – И.Б.Романов, В.П.Кошкин, В.А.Гладков, О.Б.Денисова, И.Ф.Муллина, М.И.Александров, В.В.Егоров, А.А.Семенов.

Çĕр ĕçченĕсем ялти библиотека пухса хатĕрленĕ «Ĕç ветеранĕсем» альбомпа паллашрĕç. Çак альбома тунă çĕрте пысăк пулăшу параканĕ П.А.Падиаров пулчĕ. Кунта эпир сăн ÿкерчĕксем пухнă, ĕçри биографисене пичетленĕ. Ĕç паттăрĕсене килес ăрусем те ан манччăр тесе тăрăшрăмăр.

Юратнă ĕç вăл – чун ăшши,

Чун ăшшийĕ – çын ăшши.

Ĕçлемесĕр çын пурăнаймасть,

Ĕçлемесĕр чун ăшăнаймасть!

Юлашкинчен çавра сĕтел хушшинче чей ĕçсе, шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика