Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир-чĕр ан сарăлтăр тесе

22 апреля 2009 г.

2009 ÇУЛТИ пĕрремĕш кварталта районта инфекциллĕ тата паразитарлă чир-чĕрпе чирленĕ 214 тĕслĕхе регистрациленĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, кăçал çакнашкал чир-чĕрсем 28,9 процент чухлĕ пысăкланнă.Сăмахран, гриппа чирлесси – 9 хут , шатра (ветряная оспа) чирĕпе чирлесси – 1,3 хут, туберкулезпа чирлесси 1,7 хут ÿснĕ. Чылай çулхи танлаштаруллă шайпа илсен, кунашкал эпидемиологиллĕ лару-тăру йĕркеллĕ шутланать. Чирленисенчен 44,3 проценчĕ – 17 çул таранчченхи ачасем (пĕлтĕрхи пĕрремĕш кварталта – 59,5 процент).

Инфекциллĕ тата паразитарлă чирсен структуринче грипп тата ОРВИ – 87,3 процент (2008 çулхи 3 уйăхра 84,2 процент), социаллă сăлтавлă инфекцисем – 4,6 процент (6,5 процент), вар-хырăм инфекцийĕсем – 1,4 (3,9 процент), паразитарлă инфекцисем – 0,9 процент (5,2 процент), вируслă гепатитсем – 2,3 процент (3,2 процент), ытти инфекцисем – 3,5 процент (13,3 процент) йышăнаççĕ. Вăраха кайнă В гепатитпа, С гепатитпа чирлесси пĕр шайрах юлнă. Çивĕч вируслă В гепатитпа чирленĕ фактсем пулман. Хĕрлĕ шатра тата эпидпаротит чирĕсем тĕлĕшĕнчи эпидемиологиллĕ лару-тăрăва та йĕркеллĕ теме пулать.

Кĕçĕ (чесотка) чирĕпе чирлесси 1,7 хут пĕчĕкленнĕ. Çапкаланса ÿрекен, хуçисем пă-хман йытăсем çынсене çыртса сиенлесси 4 хут чакнă. Кăçал Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче йытă çынна çыртнă пĕр тĕслĕхе регистрациленĕ.

Энтеробиозпа чирлесси 4 хут пĕчĕкленнĕ.

Сывлăх сыхлавĕнчи Наци проектне пурнăçласа, 2009 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 18-55 çулсенчи 2121 çынна, вируслă В гепатитран сыхланса пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш прививка мероприятийĕсем витĕр кăларнă. Ку вăл малтан пăхнин 100,5 процент чухлĕ пулать.

Çав вăхăтрах, профилактика прививкисен 2009 çулхи пĕрремĕш кварталти кăтартăвĕсене тишкерсен, коклюш, дифтери, столбняк, полиомиелит чирĕсене хирĕç вакцинаци тăвасси планпа пăхнин 18 проценчĕ, хĕрлĕ шатрапа эпидпаротита хирĕç прививка тăвасси 23,3 проценчĕ чухлĕ кăна пурнăçланнă. 1 çулти ачасене хĕрлĕ шатраран (24,5 процент) прививка мероприятийĕ витĕр кăларасси те планпа пăхнинчен сахалтарах пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика