22 апреля 2009 г.
ТУСЛĂХ... Пур-ши унран хакли, çирĕппи, хăватли;! Çук пуль. Туслăх айваннинче – шанчăклăх, çемçешкинче – çирĕплĕх, кахаллинче – хастарлăх вучĕ хĕмлентерет. Вăл пĕр-пĕрне ăнланма-каçарма, инкекре ал пама, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнма вĕрентет. «Туслăх тăва та хускатать», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсен чăнлăхне эпĕ Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кадет класĕ йĕркелесен ăнлантăм.
2007-2008-мĕш вĕренÿ çулĕнче «çуралчĕ» вăл. Эпир ун чухне 6-класра пĕлÿ пухаттăмăр. Чаплă лару-тăрура, атте-аннесемпе вĕрентекенсем, районтан килнĕ пысăк ертÿçĕсем – çар комиссариачĕн тата вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕсем – умĕнче тупа туса, чыс парса «кадет» ята йышăнтăмăр. Класс тата шкул, Çĕршыв историйĕнче юлмашкăн ырă ĕçсем тума шантартăмăр. Кадет тумĕ, отряд ялавĕ, аслă юлташăмăрсем вĕрентсе калани – веçех пирте мăнаçлăх, пысăк яваплăх вăратрĕç...
Унтанпа çулталăк иртрĕ. Çак кĕске вăхăтрах пирĕн кадет класĕ районпа республикăра та палăрма ĕлкĕрчĕ. Сăлтавĕ – туслăхра. Кадет класĕнче шутланнă май, пĕр-пĕрне вĕренÿпе ĕçре пулăшмасăр ăнăçу тăвас çуккине кашниех ăнланчĕ. Отрядри виçĕ отделени те ушкăнлăх туйăмне мала хурса, ăмăртса вĕренет, ĕçлет, пурăнать. 23 ачаллă класра чăвашĕ, тутарĕ, ирçи, вырăсĕ туслăх хакне питĕ лайăх ăнланаççĕ. Пĕр-пĕрне кÿрентерни нихçан та пулман, ан пултăр та. Пирĕн хушăмăрта ĕçлĕ тавлашусем çеç сиксе тухаççĕ.
Ÿсĕмсем вара куçкĕретех. Çиччĕмĕшсем – вĕренÿ маякĕсем. К. Кузьмина, К. Долгова, Г.Емдиханова, Ч.Садретдинова тата çак йĕркесен авторĕ «5»-пе çеç туслă.
Л.Невметова, А.Стратилатова, А.Карсакова «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраççĕ. Класра йĕркеленĕ «Васкавлă пулăшу» ушкăнĕ ку е вăл темăна ăнланмасăр юлнă ачана çийĕнчех «сиплени» усă паратех çав! Класс ертÿçи
Г.В.Паймина çирĕплĕхĕ те витĕм кÿрет, паллах. Вĕрентекенсен кăсăклă урокĕсем çеç мар, вĕсем ертсе пыракан кружоксем те пĕлĕве çирĕплетме, тавра курăма анлăлатма пулăшаççĕ, ку е вăл ăсталăха аталантарма май параççĕ.
Информатикăпа «Инфознайка» занятийĕсенче компьютер технологийĕн, фотоискусствăн вăрттăнлăхне алла илетпĕр. Этикăпа риторика сехечĕсем вара çын хушшинче хамăра виçеллĕ тытассине, илемлĕ те çыхăнуллă пуплев йĕркелемеллине аса илтерсех тăраççĕ. Хореографи кружокĕнче килĕшÿллĕ хусканусем урлă пурнăç илемне туйма хăнăхатпăр. «Тăван çĕр-шывăн паллă страницисем» ятпа иртекен занятисенче Раççейĕн паллă çыннисемпе вĕсен вилĕмсĕр ĕçĕсем пирки нумай çĕннине пĕлтĕмĕр.
Çÿлерех асăннă кружоксен витĕмĕ çав тери пысăк. Кадетсен наставникĕ, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн преподавателĕ Л.А. Стратилатов тăтăшах пуçламăш çар пĕлĕвĕсемпе занятисем ирттерни хамăра чăн-чăн салтакла тытма хистет.
Çакна район тата республика шайĕнче тунă ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ. Эпир А.Николаев космонавта халалласа йĕркеленĕ çăмăл атлетсен кросне (Шăмăршă), Наци кросне (Шупашкар) çулсеренех пысăк йышпа хастар хутшăнатпăр. Кадетсен Кĕрхи тĕрĕслевĕнчен (Çĕнĕ Шупашкар) начар мар çитĕнÿсемпе таврăнтăмăр. Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Пĕрлĕх» ятпа иртнĕ пултарулăх конкурсĕнче (Владимир) Кристина Долгова дипломант ятне тивĕçрĕ. Иккĕмĕш Георгиевски балра (Çĕнĕ Шупашкар) ташăçăсем хула ачисенчен кая мар, «Вырăс вальсĕнче» çаврăнма ăсталăх çитерчĕç. Тутар культурин зонăри фестивалĕнче (Шăмăршă) Гузель Емдиханова «Чи лайăх сăвă» номинацире пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Сăмах май, Гузеле кадетсен çуралнă кунĕнче, кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнче, вĕренÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн тата обществăлла хастарлăхшăн кĕçĕн сержант ятне пачĕç. Ку – ырă тĕслĕх.
Районта йĕркеленĕ патриотла юрăсен фестивалĕнче (Шăмăршă) К.Долгова тата В.Петров иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç, хăйне евĕр сасăпа куракансен чĕрине тыткăнларĕç. Вĕренÿ тата социаллă проектсен хÿтĕлевĕнче И.Осипова тата К.Долгова хăйсен ĕçĕсене республика шайĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçмелĕх хатĕрлерĕç тата хÿтĕлерĕç. Палăртни вырăнлă, Кристина районти наукăпа практика конференцийĕнче «Манăн несĕл йывăççи» тĕпчев ĕçĕпе çĕнтерчĕ, республика шайĕнче те тупăшрĕ.
Ăс-хакăл вăййинче (Сĕнтĕрвăрри) К.Кузьмина чăваш чĕлхине тата тăван ен культурине лайăх пĕлнипе палăрчĕ, республика шайĕнче вăл – виççĕмĕш.
Ĕçсем нумай, тĕллевсем пысăк. Тунă çитĕнÿсемпе çунатланса, çутă ĕмĕтпе малтан мала талпăнатпăр эпир – кадетсем. Кĕçĕннисемшĕн – ырă тĕслĕх, аслисемшĕн – савăнăç! Туслă йышăн кашни членĕ çĕршывăн шанчăклă хуçи, чăн-чăн хÿтĕлевçи пулма ăнлăлать.