25 апреля 2009 г.
ЫТЛАРИ КУН Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспектор Руслан Тихонов Шăмăршăра ĕçлĕ çул-çÿревпе пулчĕ.
Руслан Тихоновпа район пуçлăхĕ Валерий Фадеев чăн малтан Шăмăршăри вăтам шкула çитрĕç. Федераллă тĕп инспектор шкулăн вĕренÿ базипе интересленсе паллашрĕ, физика, математика, информатика тата ют чĕлхесен кабинечĕсене кĕрсе курчĕ. 5 «в» класра вĕренекенсем федераллă тĕп инспектора мультимедийнăй проекта мĕнле хÿтĕленине кăтартса пачĕç.
– Хула шкулĕнчинчен пĕрре те кая мар, Шăмăршă ачисем питĕ ăслă, маттур, - ырларĕ инспектор.
Малалла Руслан Тихоновпа Валерий Фадеев районти тĕп больницăна çитсе курчĕç, реанимаципе хирурги уйрăмĕсен ĕçĕпе паллашрĕç. Инспектор хирурги уйрăмне реконструкци тăвас ĕçсем мĕнле пынипе те интересленчĕ.
Физкультурăпа спорт комплексне – районти чи пысăк строительство объектне – çитсе курни те кунти ĕçсене хăвăртлатма пулăшасса шанас килет.
Руслан Тихоновпа Валерий Фадеев Шăмăршăри ваттисен çуртĕнче те пулчĕç, тĕп инспектор аслă ăру çыннисемшĕн районта нумай тăрăшнине палăртрĕ.
Юлашкинчен федераллă тĕп инспектор район администрацийĕнче иртекен анлă канашлăва хутшăнчĕ, приоритетлă наци проекчĕсем, çĕр ыйтăвĕ, налуксем пирки хăйĕн шухăшĕсене уçса пачĕ. Канашлу хыççăн Руслан Тихонов граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.