Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашлăхшăн, чăваш чĕлхи ячĕпе...

25 апреля 2009 г.

ЧĔЛХЕ – хутшăну хатĕрĕ, халăх тĕнче курăмĕ, нацилĕх палли тетпĕр. Тăван чĕлхе вара – ăс-тăн пуянлăхĕ, пирĕн мăнаçлăх, чун уççи.

XXI ĕмĕр алăкне уçса кĕтĕмĕр пулин те, чĕлхемĕр пĕтме мар, тата сулмаклăн аталанма пуçларĕ. «Чăваш чĕлхи часах «вилĕ» чĕлхесен шутне кĕмелле», - текен карма çăварсен ĕмĕчĕ сÿнчĕ. Патшалăхăмăрăн тĕп чĕлхин ят-сумĕ ÿсни куç кĕретех: ялта çеç мар, хулара та, республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те ăна тăрăшсах «шĕкĕлчеççĕ». Массăллă информаци хатĕрĕсем, илемлĕ литературăпа культура ĕçĕ, пуху-уяв, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ урлă чăвашлăха аталанма хастарсем анлă çул уçса пачĕç.

Çитĕнекен ăру тăван чĕлхе сĕткенне – илемне – чи малтан çемьерен илет пулсан, ун пĕлтерĕшне – хăватне туйма, пур енлĕн пĕлÿ илме ача сачĕпе шкул пулăшаççĕ.

Районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ юлашки çулсенче вĕрентекенсен малти опытне сарас-пухас тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем тăвать.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Анат Туçа шкулĕнчи Е.С.Перепелкина ĕçтешĕмĕрĕн уçă урокне итлерĕмĕр, ĕç ÿсĕмĕн вăрттăнлăхĕпе паллашрăмăр. Хамăр та Патăрьелсемпе Елчĕксене Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă уçă уроксен фестивальне чĕнтĕмĕр. Сумлă делегатсем умĕнче Е.М.Ильинăпа Г.С.Лукиянова (Анат Чаткас), В.П.Малеева (Кивĕ Чукал), Г.В.Кузьмина (Карапай Шăмăршă), Л.А.Семенова (Виçпÿрт Шăмăршă), Л.П.Краснова (Пуянкасси), З.И.Свеклова (Палтиел) чăн-чăн пурнăç урокĕсем ирттерчĕç.

Олимпиада – вĕренекенсен пĕлĕвне тата вĕрентекенсен ĕçне хакламалли пысăк тĕрĕслев. Шăмăршă тăрăхĕ те ыттисенчен катăк мар. Наци программипе пĕлÿ пухакан Венера Габитова (Палтиелĕнчи вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕренет) республика шайĕнче 3 вырăна çĕнсе илчĕ. Вырăс программипе вĕренекен Анна Ефимова (8 «б» класс, Шăмăршă вăтам шкулĕ) «Çăлтăрчăк» тупăшура иккĕмĕш çул 2 вырăна алран вĕçертмест. З.В.Головинская вĕрентекен ертсе пынипе Аня А.Г.Николаев космонавта халалласа йĕркеленĕ мультимедиллĕ проектпа кăçал районта çĕнтерчĕ, «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» республика шайĕнчи пултарулăх конкурсĕн финалне тухма ăсталăх çитерчĕ.

Сăмах май, «Çеçпĕл Мишши – чăваш поэзийĕн классикĕ» мультимедиллĕ презентаципе А.Ефимовăпа 1 вырăна пайланă Мария Семенова (Виçпÿрт Шăмăршăри тулли мар вăтам шкул, 7 класс) Л.А.Семенова вĕрентекен ертсе пынипе республикăра лайăх енчен палăрма пултарчĕ. Шăмăршăри вăтам шкулти Алена Шумилова (ертсе пыраканĕ – И.П.Ухваркина) – 2-мĕш, Сергей Пушкин (ертсе пыраканĕ – Н.П.Петрова вĕрентекен) – 3-мĕш, çавăн пекех Кивĕ Чукалти тулли мар вăтам шкулти Ольга Тюнюковапа Ирина Мердеева (9 класс) В.П.Малеева ертсе пынипе 3 вырăна тухрĕç.

Наукăпа практика конференцийĕнче те ачасем чăвашлăхпа çыхăннă ыйтусемпе тĕпчев ĕçĕсене ытларах тăратма пуçларĕç. Ку енĕпе Л.А.Семенова, В.П.Малеева, А.В.Ларионов, Е.М.Ильина, Л.П.Краснова, И.П. Ухваркина, В.П.Краснов, Г.С.Лукиянова, З.В.Головинская, Г.В.Карзанова, Г.В.Кузьмина вĕренекен ăсталăхĕпе пĕлÿ шайне ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

2008-2009 вĕренÿ çулĕнче акă Мария Семенова (Виçпÿрт Шăмăршă, 7 кл.), Анна Карзановăпа (7 кл.) Ирина Мердеева (9 кл.) – кивĕчукалсем, ытти нумай çамрăк тĕпчевçĕ çÿллĕ шайра йĕркелесе çырнă ĕçсем хÿтĕлерĕç.

Çырас ăсталăха туптассинче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен тÿпи пысăк. Çулсеренех ирттерекен «Анне чĕри» конкурсра Шăмăршă, Палтиел, Виçпÿрт Шăмăршă ачисем шухăш çивĕчлĕхĕпе, сăмах сăнарлăхĕпе палăраççĕ. Акă Диана Тимофеева (Шăмăршă вăтам шкулĕ) – район çĕнтерÿçи – кăçал республика лауреачĕ ятне çĕнсе илчĕ. Çак шкулти Катя Любимова «Нарспи» поэма 100 çул çитнине халалланă сочиненисен конкурсĕнче районта мала тухрĕ, республикăра вăл – тăватăмĕш.

Кăтартусем кадет юхăмĕнче те палăраççĕ. Республикăри 28 отряд хушшинче тупăшса, ăс-хакăл вăййисенче чăваш чĕлхи енĕпе çирĕп пĕлÿ кăтартса, Кристина Кузьмина (Палтиел вăтам шкулĕ, 7 класс) 3 вырăна тухма хăват çитерчĕ. Кузьмина тантăшĕ – Кристина Долгова вара «Поэзи» номинаципе 2 вырăна çĕнсе илчĕ. Республика шайĕнчи çитĕнÿсем ыттисене те тăван чĕлхене, литературăна çине тăрса вĕренме, ăсталăха аталантарма хавхалантараççĕ.

«Вăй хумасăр шывран пулă та кăлараймăн», - теççĕ ваттисем. Эпир, вĕрентекенсем, ертсе пымасăр чăваш ачисен аталанăвĕ – ÿсĕмĕ пулмĕ. Çакна ăнланса, пĕр-пĕринчен вĕренсе вăй хуратпăр. Чăваш халăхĕн малашлăхĕ хамăртан та килнине чун-чĕрепе туятпăр. Хамăр вĕрентекен ачасенчен Ивановсемпе Çеçпĕлсем тухасса та ĕмĕтленетпĕр, асатте-асаннемĕрсен ырă та пархатарлă йăли-йĕркисене тытса пыма пултаракан аптраман чăвашсем пулса çитĕнессе те шанатпăр.

Çак кунсенче ĕçтешĕмсем – чăвашлăха аталантарас енĕпе пĕлÿпе вăй-хала шеллемесĕр сапалакансем – Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чаплă уявсем, конкурссем ирттереççĕ. Çавна май, çитĕнекен ăрăва наци мăнаçлăхне – тăван чĕлхене, йăла-йĕркемĕре – упрама хăнăхтараççĕ. Апла пулсан Халăхăмăр умĕнче виçесĕр пысăк ĕç тăваççĕ, И.Я.Яковлев халалне пурнăçа кĕртеççĕ.

Чăваш чунлă вĕрентекенĕмĕрсене чаплă уяв ячĕпе саламланă май ырлăх-сывлăх, пултарулăхра – ăнăçу сунас килет. Çеçпĕл Мишши поэт калашле, «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, ан юлăр кун-çул уттинчен», ĕçтешĕмсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика