29 апреля 2009 г.
ЯЛТА пуринчен малтан тăрса чăн кайран çывăрма выртакан çын кам-ши; Паллах, фермер. Уйрăмах çур аки умĕн канăçĕ çук ун: вăрлăх пирки те шутламалла, техника юсавлăхĕ те хумхантарать, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕсем туянасси те – çивĕч ыйту. Укçу пулсан илме пулать-ха, анчах фермерсем хушшинче пуян çынсем нумай мар. Чылайăшĕ патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе ĕçлет, парăма хăвăртрах татасчĕ тесе тапаçланать.
– Фермершăн чи пăшăрхантараканни – туса илнĕ продукцине вырнаçтарасси, - тет Патирекри «Гео» КФХ хуçи Радик Севрюгин. – Акă, çĕр улмие вырнаçтарас тесе ăçта кăна çитмерĕм-ши; Сысна ашне сутма та йывăр.
Радик Петрович кăçал 10 гектар çĕр улми, 3 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтересшĕн, «иккĕмĕш çăкăрăн» сорчĕсене те çĕнетсе пырать. Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнчен «глория» сорт илсе килнĕ.
Çĕр ĕçĕнче тăрăшнисĕр пуçне, фермер сыснасем те ĕрчетет. Кăçал сакăр ама (пурте – шултра-шурă ăратлисем) çăвăрлаттарса çурисене сутнă. Пасар хакĕ те пĕчĕк мар, Севрюгинсен сысна çурисене вара килне пырсах пысăк хакпа туянаççĕ.
Районта çĕр ĕç культурисем çитĕнтерекен тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен фермерсем сахал мар. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче çеç вĕсем вун пĕрĕн. Пурте – харсăр çынсем, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов калашле, «вĕри чăвашсем». Фермерсемпе калаçсан, вĕсене те туса илнĕ продукцие вырнаçтарас ыйту хумхантарни палăрчĕ. Ыйтăвĕ çивĕччи куç кĕрет. Пахча çимĕç çитĕнтерĕттĕн – кĕркунне тупăшлă сутма май килĕ-и; Çĕр улмине те йÿнĕпех парса ярас килмест, çăвĕпех тар тăкни кăштах та пулин тупăш кÿтĕрччĕ теççĕ-çке.
Ял çынни сĕте йÿнĕпе сутма тивнĕшĕн те ÿпкелешет. Лавккара пĕр литрĕ 20-25 тенкĕ тăрать, нушаланса ĕне усраканран вара ăна 5-6 тенкĕпе туянаççĕ. Ăçта кунта тĕрĕслĕх;
Фермерсен чун ыратăвне эпĕ ăнланатăп-ха, анчах Шупашкарпа Мускаври пысăк чиновниксем ăнланаççĕ-ши;