29 апреля 2009 г.
ÇАКĂН пек чыса сахал çын çеç тивĕçет. Шел, пурăннă чухне ăна тивĕçлипе чыслаймарăмăр, тĕнче шайĕллĕ вышкайсăр пысăк ĕçĕсене çÿлти хăш-пĕр тÿре-шарасем курман-асăрхаман пек пулчĕç. Каçар пире çакăншăн, халăхăмăрăн хисеплĕ шур сухалĕ, тĕнчипех паллă чĕлхеçĕ, Чăваш наци академийĕн академикĕ, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ Михаил Романович Федотов.
Вăрăм та пархатарлă пурнăç çулĕ утса тухнă Пуянкасси чăвашĕ. Вĕреннĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, фронтран таврăнсан пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. «Чăваш чĕлхипе Атăлçи тата Пермь угро-финсен чĕлхисем хушшинчи авалхи çыхăнусем» ятлă тĕпчев ĕçĕпе çĕршывра çеç мар, тĕнчипех паллă ученăй пулса тăнă. «Чăваш чĕлхин историйĕ», «Авалхи тĕрĕк чĕлхи», «Тюркологи пуçламăшĕ», «Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем», «Чăваш чĕлхин алтай чĕлхисен йышĕнчи вырăнĕ» тата ытти кĕнекесен наукăри пĕлтерĕшĕ пысăк. М.Р.Федотов академик хатĕрленĕ ĕмĕр асра юлмаллăх икĕ томлă «Чăваш чĕлхин этимологи словарьне» чăннипех те палăк вырăне хурса хакламалла. Раççейри халăхсенчен çакнашкал пуян этимологи словарĕ вырăссемпе осетинсен çеç пур.
Пурăннă пулсан, филологи наукисен докторĕ М.Р.Федотов академик кăçал 90 çул тултаратчĕ. Паллă ентеше ĕмĕрĕпех асра тытас тесе, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕ Михаил Романовича чысласа Асăну хăми уçасси пирки пуçару тунă. Çак пуçарăва ученăйăн тăванĕсем ырласа йышăннă. М.Р.Федотов ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕн укçи-тенкипе кĕске вăхăтрах питĕ чаплă Асăну хăми хатĕрленĕ. Иртнĕ вырсарни кун – Чăваш чĕлхин кунĕнче тата халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнă кун – Пуянкассинчи Культура çурчĕ çине чаплă лару-тăрура çак хăмана вырнаçтарчĕç.
Шупашкартан тата районтан килнĕ хăнасене Пуянкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ (ертÿçи – Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федотова) çăкăр-тăварпа, юрă-такмаксемпе кĕтсе илчĕ. Асăну хăмине уçнă ятпа ирттернĕ митингра Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н.Алексеев, М.Р.Федотов академикĕн çывăх тăванĕ, ученăй ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕн генеральнăй директорĕ М.И.Федотов, çак фонд директорĕ, филологи наукисен кандидачĕ В.М.Терентьев, В.И.Сергеев, Ю.М.Виноградов, И.В.Мукина, А.А.Сосаева, А.В.Кузнецов ăсчахсем, Михаил Романовича çывăх пĕлнĕ çынсем ăшă сăмахсем каларĕç.
Митингра сăмах илсе, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева М.Р.Федотов пек чаплă çынсем Чăваш çĕршывне мухтава кăларнине палăртрĕ. Эпир, унăн ентешĕсем, Михаил Романовичăн ыр ятне нихăçан та манмастпăр.