29 апреля 2009 г.
НАЦИ кĕнекин «Атăлпа Урал хушшинче» регионсен фестивалĕн хумĕ иртнĕ кĕçнерни кун пирĕн района та çитрĕ. Палтиелĕнче «Халăхсен туслăхĕ – литературăсен туслăхĕ» ятпа Тутар кĕнекин кунне чăн-чăн уяв пек чаплăн паллă турĕç.
Çăкăр-тăварпа, савăк юрăпа кĕтсе илчĕç ялти Культура çурчĕ умĕнче Шупашкартан тата Шăмăршăран килнĕ хăнасене палтиелсем. Тутар тата чăваш чĕлхисемпе саламлă сăмахсем янăрарарĕç.
Тутар кĕнекин кунне ирттерме республика библиотекин тĕп библиотекарĕ Н.А.Коновалова, Чăваш Республикинчи мусульман тĕнĕн духовнăй управленийĕн пресс-секретарĕ Ринас Гайфин поэт, Раççей Писателĕсен Союзĕн членĕ В.Пугачева, музыка шкулĕн преподавателĕ тата паллă юрăç Э.Соловьева, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ И.Саландаев тата ялсенчи библиотекарьсем килсе çитнĕ.
Залра – ялти кĕнеке тусĕсем, шкул ачисемпе пĕрле аслă ăру çыннисем те йышлă. Уява уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева районта тĕрлĕ халăх çыннисем туслăн килĕштерсе пурăннине, чăваш, тутар, вырăс, ирçе халăхĕсен культурине аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçленине палăртрĕ. Районти библиотекăсенче 2 пин ытла экземпляр тутар кĕнеки шутланать, кĕнекесен шучĕ ÿссех пырать. Чăваш Республикин Культура министерстви çывăх вăхăтрах Тутар кĕнеке издательствинчен тутар писателĕсен халĕрех пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекисене туянать, çак кĕнекесем пирĕн районти библиотекăсене те килсе çитĕç.
Фестивальте тухса калаçнă ытти çынсем те кĕнеке пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăннине, ăс-тăна пуянлатнине, пурăнма хавхалантарнине палăртрĕç. Сăвăçсем хăйсен çĕнĕ сăввисене вуларĕç, тутар, чăваш, вырăс юррисем илемлĕн янăрарĕç. Фойере тутар наци тумĕпе наци апат-çимĕçĕн выставки ĕçлерĕ.
Çамрăк талантсем хамăр районта та нумай иккен. Çакна сăвă çыракансен йышĕ ÿссех пыни те çирĕплетет. Тепĕр темиçе çултан, тен, вĕсем паллă çыравçăсемех пулса тăрĕç; Чунтан шанас килет.
Тутар кĕнекин уявĕ ял халăхĕн асĕнче нумайлăха юласси те иккĕлентермест.