Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ю р а т а т п ă р эпир юрлама та ташлама

29 апреля 2009 г.

ЮРАТАТПĂР эпир ташлама-юрлама. Çавăнпа та пуль хамăрăн шкулта йĕркеленĕ «Виçпÿрт çеçкисем» фольклор ушкăнĕн занятийĕсене савăнсах çÿретпĕр. Кунта эпир асаттесемпе асаннесен юррисене юрлама, чăваш халăх ташшисене ташлама вĕренетпĕр.

Ялта тата шкулта иртекен кашни уявах илемлетме тăрăшатпăр эпир хамăрăн юрă-ташăпа. Акă Аннесен кунĕ ячĕпе концерт лартса патăмăр. Çăварни уявĕнче те ял халăхне хамăрăн юрă-ташăпа савăнтартăмăр. Нумаях пулмасть Пуянкассинчи Культура çуртĕнче те хамăр пултарулăха кăтартрăмăр.

Иртнĕ эрнере Палтиелĕнчи тутар фольклор ушкăнĕпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Тутарла тата чăвашла юрăсем янăрарĕç Палтиел шкулĕнче. Нумаях пулмасть хамăр ялти клубра иртнĕ концерта хутшăнтăмăр.

Асаттесемпе асаннесен юрри-ташшине манса каяс марччĕ тетпĕр эпир. Çĕр пин çултан та вĕсем илемлĕн янăраччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика