30 апреля 2009 г.
«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» наци паркĕ çулсерен иртекен «Парксен маршĕ» акцие 1995 çултанпа хутшăнать. Кăçал та вăл активлă иртнĕ. Çак хушăра паркра, кашни шкултах çак акцие халалласа вуншар мероприяти йĕркеленĕ. Иртнĕ ытлари кун Шăмăршăра «Парксен маршĕ – 2009» акцин пĕтĕмĕшле фестивалĕ пулса иртрĕ, унăн девизĕ – «Çĕр çинче ăссăрла ан пурăн».
Фестивале кашни шкултан çут çанталăк тусĕсен командисем килнĕ. Хăнасем те пур. Вĕсем – Çĕрпÿри ятарлă 1-мĕш шкул-интернат вĕренекенĕсем.
Фестиваль ĕлĕкхи универмаг умĕнче колоннăна йĕркеленсе тăнинчен пуçланчĕ. Унтан ачасем, çут çанталăкпа унăн пуянлăхне упрама чĕнсе калакан сăмахсем каласа урам тăрăх Культура керменне çул тытрĕç.
Уява «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн директорĕ Ю.Татарских уçрĕ, пурне те «Парксен маршĕ – 2009» ăнăçлă вĕçленнĕ ятпа саламларĕ. Унтан тĕрлĕрен вăйă-конкурссем пуçланчĕç. Пушă пластик савăтсенчен хатĕрленĕ тĕрлĕрен композицисен куравĕпе паллашма та кăсăклă пулчĕ. Ăна «Юмах çĕршывĕнче, пластик тĕнчинче» конкурс шучĕпе йĕркеленĕ. Ку номинацире Чукал, Шăмăршă, Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕсем чи лайăххисем пулчĕç.
Наци паркĕ унччен маларах ачасен çут çанталăка халалланă ÿкерчĕкĕсен конкурсне те ирттернĕччĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх жюри малтанхи виçĕ вырăна М.Фадеева (Пăчăрлă Пашьел), Г.Насыбуллина (Патирек), К.Спиридонова йышăннă тесе пĕлтерчĕ.
Калас пулать, экологи ыйтăвĕсемпе кашни шкултах, ача садĕнчех çине тăрса ĕçлеççĕ. Çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе çамрăк ăру та хăйĕн тÿпине хывать. Ку – ырламалли пулăм. Çакна шута илсе, наци паркĕн администрацийĕ кашни коллектива тенĕ пекех Тав çырăвĕсемпе, Дипломсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысларĕ, парнесем парса хавхалантарчĕ.
Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем юрă-ташăра та маттур иккен. Ачасем пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе киленсех паллашрĕç. Уяв концерчĕ вăраха тăсăлчĕ, пурне те килĕшрĕ.
Тăван Чăваш Ене, Шăмăршă тăрăхне халалланă юрă-сăвăсем чун-чĕрене çĕклерĕç. Çамрăк ăру çут çанталăка юратса çитĕнни, хăйсен юлташĕсене те тавралăха упрама чĕнни чăннипех те савăнтарать.
Фестивале Чăваш телевиденийĕ те ÿкерсе илчĕ. Çак передачăна çитес вăхăтрах курма май пулĕ.