Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши

30 апреля 2009 г.

ПĔРРЕХИНЧЕ районти Культура керменĕнче иртнĕ яш-кĕрĕм уявĕнче пулма тÿр килнĕччĕ мана. Çамрăксен çулталăкне халалланăччĕ ăна. Çамрăксем пĕрин хыççăн тепри сцена çине Тав çырăвĕсем илме хăпараççĕ. Уява хутшăннă пĕртен пĕр вăрçăпа ĕç ветеранĕ – Васанта пурăнакан Н.Павлов. Ăна та сăмах пачĕç.

Николай Герасимович – пурнăçра хура-шура сахал мар курнă çын. Çавăнпа унăн çамрăксене каласа памалли сахал мар пулчĕ.

Унăн сăмахĕсем мана та тарăн шухăша янăччĕ.

Пытарма кирлĕ мар: юлашки вăхăтра çамрăксемпе ваттисем хушшинчи çыхăнусем вăйсăрланса пыни палăрать. Кун пекех пулсан, малашне çип татăлса кайма та пултарать вĕт. Тен, кунта районти ветерансен канашĕн айăпĕ те çук мар-тăр.

Районта вăрçă ветеранĕсем питĕ сахал тăрса юлчĕç. Вĕсемсĕр пуçне тыл ветеранĕсем те пур. Вĕсен çамрăксемпе тĕл пулса калаçмалли, каласа памалли самаях. Хăшпĕр шкулсенче çакнашкал тĕлпулусем йĕркелеççĕ-ха. Çакă – ырламалли, лайăх пулăм. Çав вăхăтрах библиотекăсенче, клубсенче те ĕçре палăрнă ятлă-сумлă ветерансемпе тĕл пулни те питĕ лайăх пулнă пулĕччĕ.

Çамрăксем киревсĕр сăмахсемпе перкелешни, пирус туртни, эрех ĕçни, наркотиксем енне сулăнни пурне те пăшăрхантарать. Пĕр хăнăхнă киревсĕр йăласенчен хăтăлма ветерансем те пулăшма пултарĕччĕç. Уйрăмах педагог-ветерансен сăмахĕ витĕмлĕ пулассăн туйăнать. Мĕншĕн тесен, учителе эпир мĕн ĕлĕкрен хисеплеме хăнăхнă.

Вулакансем Н.Павлов çырнă статьясемпе сăвăсене те хапăлласах кĕтсе илеççĕ. Ветеран хăйĕн материалĕсенче ку чухнехи çивĕч проблемăсене, воспитани ыйтăвĕсене тăтăш хускатать, вĕсем тĕлĕшпе хăй мĕн шухăшлани çинчен пĕлтерет. Тен, хăшпĕр ыйтусем тавлашуллă та пулĕ, анчах чылай чухне унăн шухăшĕсемпе килĕшес килет.

Николай Герасимович – анлă тавракурăмлă педагог. Мана та унпа ултă çул пĕрле ĕçлеме телей пÿрнĕччĕ. Тĕлĕнеттĕмччĕ унран, çав вăхăтрах вĕренеттĕмччĕ те. Коллективпа яланах пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ вăл, нихăçан та сассине хăпартмастчĕ, çамрăксене пулăшатчĕ. Çак ырă йăласем унра халĕ те сыхланса юлнă.

Мĕн каласшăн-ха эпĕ юлашкинчен; Ветерансемпе çамрăксем хушшинчи çыхăнăва пĕтме парас марччĕ, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнасчĕ. Поэт калашле: «Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши».

Тепĕр темиçе кунтан эпир Аслă Çĕнтерÿ 64 çул тултарнине савăнăçлăн паллă тăватпăр. Çак уява аслă ăру çыннисене пурне те чĕнесчĕ. Вăрçă вутĕнче те, колхоз ĕçĕнче те, промышленноç предприятийĕнче те вĕсем Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Чыс та мухтав Сире, ветерансем! Сирĕн пархатарлă пурнăçăр паянхи çамрăксемшĕн чи ырă тĕслĕх пулса тăрать. Педагогика коллективĕсен ачасене патриотла воспитани парас ĕçре çак ырă тĕслĕхпе туллин усă курмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика