Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхене савса

30 апреля 2009 г.

ÇУЛСЕРЕНЕХ Чăваш чĕлхи кунне чысласа Палтиел ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăван чĕлхепе литератури эрни иртет. Ăна тутар тата чăваш чĕлхипе сăмахлăхĕн вĕрентекенĕсем – А.М.Емдихановапа çак йĕркесен авторĕ йĕркелеççĕ.

Кăçал та çак чаплă уява вĕренекенсем тăрăшсах хатĕрленчĕç.

Тунти кун презентаци уявĕ пулчĕ. Ăна икĕ хутчен Тăван çĕр-шыв Геройĕ А.Г.Николаев летчик-космонавт çуралнăранпа – 80 çул, чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши кун çути курнăранпа 110 çул çитнĕ май халалларĕç. 8-11 классем чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашрĕç, Алена Кузьминапа (10кл.) Елена Матвеева (9 кл.) тухса каланине кăсăкланса итлерĕç.

Ытлари кун 5-7 классем тутар поэзийĕн классикĕн Габдулла Тукай пурнăçĕпе пултарулăхне тишкерес тĕллевпе вăйă-çул çÿреве тухрĕç. Кашни ÿсĕмри виçшер вĕренекен Тукай çинчен мĕн пĕлнине кăтартрĕ. Айрат Айзетуллов, Марат Валиев, Гузель Емдиханова вара çивĕчлĕхпе, анлă тавра курăмпа уйрăлса тăчĕç.

Юн кун 6-7 классенчи чăвашсем С.Барановăн «Çăкăр хакĕ» калавĕ тăрăх йĕркеленĕ вулав конференцийĕнче пĕлÿпе ăсталăха кăтартрĕç. Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă сумлă мероприятире ялти А.Г.Викторов фермерпа тĕл пулу йĕркелерĕç. Анатолий Герасимович йывăр та пархатарлă çĕр ĕçĕн пурнăçри вырăнне палăртрĕ, çăкăра упрама чĕнсе каларĕ. Вулав конференцийĕнче палăртнă ыйтусене Артем Кузьмин, Андрей Долгов, Кристина Кузьмина, Кристина Долгова, Саша Карсакова, Настя Макарова, Витя Герасимов, Дима Сергеев, Роман Краснов, Инна Осипова тĕплĕн сÿтсе яврĕç.

Кĕçнерни кун тутар халăхĕн «Амаçури хĕр» («Падчерица») юмахĕ сцена çине тухрĕ. Çамрăк артистсем – çиччĕмĕшсем – тăлăх хĕрĕн телейсĕр шăпине куракансем умне ĕненмелле кăларса тăратма пултарчĕç. Ĕçченлĕхпе ырă кăмăллăх пурнăç никĕсĕ пулнине çирĕплетрĕç. Гузель Емдиханова, Лейле Невметова, Чулпан Садретдинова, Ринас Халитов чăн-чăн ăсталăхпа палăрчĕç.

Эрне кун 5 класри чăвашсем «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи...» ятпа савăнăçлисемпе пултаруллисен конкурсĕнче тупăшрĕç. Тĕрлĕ енĕпе иртрĕç вĕсем: фонетикăпа тата лексикăпа çыхăннă ыйтусене хурав пачĕç, сăвă шăрçаларĕç, вуласа панă хайлав сыпăкĕ тăрăх сăрăпа портрет, чĕр чун ÿкерчĕкĕ турĕç, çепĕç юрă янратрĕç, хăйсем шутласа кăларнă сценка кăтартрĕç, «Домино – сăмах» вăййа вылярĕç. «Юлташсем» ушкăн «Лексика хастарĕсенчен» тавçăруллăрах пулчĕ, çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. КВН ачасем чăваш чĕлхине лайăх пĕлнине кăтартрĕ.

Шăмат кун вара, эрнене пĕтĕмлетсе, хастар чĕлхеçĕсене Тав хучĕпе тата Хисеп грамотипе чысларĕç.

Чăваш тата тутар эрни вĕренекенсен пур енлĕ ăсталăхне палăртма пулăшрĕ, ачасенче наци мăнаçлăхне çĕклерĕ, тăван чĕлхен иксĕлми пуянлăхне – халăх ăс-хакăлне – упрамаллине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика