Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплетпĕр, юрататпăр

30 апреля 2009 г.

АКА уйăхĕн 18-25 кунĕсене эпир шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалларăмăр. Питĕ интереслĕ, савăнăçлă иртрĕç çак кунсем.

«Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» темăпа тăрăшсах сочиненисем çырса конкурса тăратрăмăр. Унта хамăрăн тăван чĕлхене юратни, хисеплени, ун малашлăхĕ çинчен мĕн шутлани çинчен çыртăмăр. Чи лайăх сочиненисем 7-мĕш класра вĕренекен Мария Семенован, 6-мĕш класри Полина Егорован, 5-мĕш класри Дария Семенован пулчĕç. Вĕсене Грамотăсем парса чыс турĕç.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче сăвă вулакансен конкурсне хутшăнтăмăр. Çунатлансах вуларăмăр чăваш поэчĕсен сăввисене. Мария Семенова, Алина Муллина, Дария Семенова, Ксения Алюкова çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче ялти клубра пысăк концерт лартрăмăр. Мĕн тĕрлĕ сăвă-юрă янрамарĕ-ши сцена çинче! Ачасен ташă ушкăнĕ хăйсен ташшисемпе савăнтарчĕ. «Пилеш» ача сачĕн пепкисем те хитре юрăсем юрларĕç.

«Виçпÿрт çеçкисем» фольклор ушкăнĕ те концерта хăйĕн пуян программипе хутшăнчĕ. Юрларăмăр, ташларăмăр, ял халăхне савăнтартăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика