Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне нумай сĕт парать, хуçине савăнтарать

06 мая 2009 г.

ЧĂВАШ халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ хăйĕн публицистикăлла пĕр статйинче ĕнене халалласа чи хаклă гранитран çÿллĕ палăк лартма сĕннĕччĕ. Ĕне выçлăх çулĕсенче тата вăрçă вăхăтĕнче пин-пин çынна вилĕмрен çăлса хăварнă, камăн çак выльăх пулнă – унăн ачисем выçăпа шыçăнса вилмен.

Пĕлместĕп, лартайăпăр-и хăçан та пулин чаплă палăк, çапах та ĕне ялта чи хисеплĕ выльăх пулнине йышăнмаллах.

Акă, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Чегаевсен çемйинех илер. Валерий Николаевич «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче, Вера Николаевна Перекет банкĕн ялти уйрăмĕнче ĕçлеççĕ. Апла пулин те икĕ ĕне, сыснасем усрама вăхăт тупаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем тата та пур.

Пăчăрлă Пашьелĕнче икĕ кĕтÿ йĕркеленĕ, икçĕр пуçа яхăн сăвăнакан ĕне шутланать. Асанкассинче те икĕ кĕтÿ. Выльăхсене çÿретмелли вырăнсем çителĕклех: Пасна çырми хĕрринче те, вăрман çумĕнче те курăк хÿхĕм ешерет. Пăчăрлă Пашьелĕнчи 280 хуçалăх хирте пĕрер гектар çĕр илнĕ, чылайăшĕ нумай çул ÿсекен курăксем акса тăваççĕ.

Çапах та юлашки çулсенче ĕнесен йышĕ чакни палăрать. Сăлтавĕ – сĕт йÿн хакпа сутăнни. Халĕ литрне пилĕк тенкĕрен те каярах хакпа туянаççĕ иккен. Ял çыннине çакă хытă пăшăрхантарать. Сĕт сутса укçа тăваймасан, урăх мĕн сутăн-ха; Çак ыйтăва ялпа район шайĕнче татса пама çук, республика, çĕршыв шайĕнче татса памалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика