06 мая 2009 г.
ТЕПĔР темиçе кунтан Аслă Çĕнтерÿ 64 çул тултарнине паллă тăватпăр. Шел, вăрçа хутшăннă çынсен питĕ пысăк пайĕ çак савăнăçлă куна кĕтсе илеймерĕ. Пирĕн Кивĕ Чукал ялĕнче халĕ виçĕ фронтовик çеç пурăнать. Вĕсенчен чи асли – кăçалхи сентябрьте 90 çул тултаракан Н.И.Денисов. Виçĕ орден кавалерĕ А.Е.Албутов та 86 çулта. Н.И.Чамеев 82-ре пырать.
Вăрçăра вилнĕ салтаксен арăмĕсем те пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Ашшĕсене вăрçăран кĕтсе илейменнисем арçынсем хушшинче 18, хĕрарăмсем хушшинче 24 çын чĕрĕ-сывă-ха.
Эпĕ те аттерен саккăрта, манăн мăшăр Мария Константиновна пиллĕкре тăрса юлнă. Çынсен ашшĕсем фронтран таврăннине ăмсанса пăхаттăм. Пире – аттесĕр ÿснĕ ачасене – пурнăçра пĕрре те çăмăл пулман.
Çĕр çинче урăх нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ. Çĕршыв ертÿçисем миршĕн тăрăшнине чунтан ырлатăп.
Аслă Çĕнтерÿ 64 çул тултарнă кун ял-йыш палăк умне пуçтарăнĕ, вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнса пĕр самант шăп тăрăпăр. Эпĕ те – салтак ачи – вăрçă паттăрĕсемпе тыл ветеранĕсем çинчен сăмах каласшăн. Вĕсен паттăрлăхĕ – вилĕмсĕр, пирĕн вĕсене манма юрамасть.