Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ

08 мая 2009 г.

ШĂМĂРШĂРИ И.Соргин 1940 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Çыхăну шкулне пĕтерсен ăна яланхи служба вырăнне – Кронштадт хулинчи çар чаçне янă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă тĕле вăл пĕрремĕш класлă радист пулнă ĕнтĕ.

1941 çулхи июль вĕçĕнче Кронштадтра тинĕс пехотин батальонне йĕркелесен ирçе йĕкĕчĕ çак подразделени йышĕнче Таллинн хулине хÿтĕленĕ. Вăйсем пĕр тан пулманнипе, пирĕн çарсем тăшманпа паттăррăн çапăçса каялла чакнă.

1942 çулхи çу кунĕсенче батальонти ытти хăш-пĕр хăюллă та тавçăруллă юлташĕсемпе пĕрле Иван Соргина 48-мĕш уйрăм моторазведротăна куçарнă. Вăл ыттисемпе пĕрле тăтăшах разведкăна çÿренĕ, хамăр çарсем валли тăшман тылĕнче хаклă сведенисем пуçтарнă. Каярахпа ăна радиостанци начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Çарти организаторла пултарулăхне кура сержанта часах офицер должноçне – взвод командирне куçарнă. Хăйĕн подразделенийĕпе Иван Соргин Ленинграда паттăррăн хÿтĕленĕ. Хаяр çапăçусенче виçĕ хутчен аманнă. Тăшманпа хăюллăн çапăçнăшăн командира Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Ленинград блокадине татнă хыççăн Шăмăршă йĕкĕчĕ Латвие ирĕке кăларма хутшăннă, Нарва патĕнчи çапăçусенче, тăшманăн Курлянди ушкăнне тĕп тăвассишĕн пынă тытăçусенче пулнă. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн ăна пĕрремĕш степень Аслă Отечествăлла вăрçă орденĕпе, медальсемпе чысланă.

Вăрçă хыççăн Иван Михайлович тивĕçлĕ канăва тухичченех педагог ĕçĕнче тăрăшнă, 20 çул пĕр улшăнми Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ.

И.Соргинăн ывăлĕ – Михаил – ашшĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин профессине суйласа илнĕ, Томскри çыхăну аслă çар училищине пĕтернĕ. Чĕрĕк ĕмĕр çар службинче пулнă хыççăн Михаил Иванович Соргин полковник званийĕпе запаса тухнă.

ххх

ПАТИРЕКРИ Ф.Мансуров вăрçă умĕн Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, Тутар Сăкăт ялĕнче учительте ĕçленĕ. 1941 çулхи май уйăхĕнче Ферах Низамовича Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ.

1943 çулта Красноярск крайĕнчи Ачинск хулинчи артиллери çар училищинчен вĕренсе тухсан Ф.Мансуров лейтенант Иккĕмĕш тата Виççĕмĕш Белорусси фрончĕсен 49-мĕш, 50-мĕш армийĕсен артиллери чаçĕсен йышĕнче взвод командирĕ пулса çапăçнă. Каярахпа ăна 1120-мĕш артиллери полкĕнче 122 миллиметрлă гаубицăсен батарейин командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Ф.Мансуров хăйĕн подразделенийĕпе Белоруссие, Польшăна, Хĕвелтухăç Пруссие ирĕке кăларма хутшăннă. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, пĕрремĕш степень Аслă Отечествăлла вăрçă орденĕсем, «Паттăрлăхшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн» медальсем парса хисепленĕ.

Берлинта çĕнтерÿ залпĕсем кĕрлесен те вăрçă пĕтмен пулнă-ха çамрăк офицершăн – 1946 çулхи октябрьчченех вăл Хĕвеланăç Украинăра бандеровецсемпе çапăçнă.

Демобилизаци йĕркипе киле таврăнсан Ферах Низамович тивĕçлĕ канăва кайичченех Патирек шкулĕнче учительте вăй хунă.

Отставкăри капитан Ф.Мансуров район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытнă, тăван ялта пулса иртнĕ тĕрлĕ событисем, сумлă çынсем çинчен витĕмлĕ статьясемпе илемлĕ тĕрленчĕксем çырнă.

ххх

ТĂВАН çĕршыва Аслă Отечествăлла вăрçă вучĕ хыпса илнĕ вăхăтра Анат Чаткасри П.Фадеев Лăпкă океан флотĕнче службăра тăнă. Часах ăна тата ытти моряксене Ленинград фронтне ăсатнă. 45 миллиметрлă оруди наводчикĕ пулса вăл унта пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ.

Кайран вара вăрçăн йывăр çулĕсемпе Ленин-градран Варшава таран çитнĕ, юлташĕсемпе пĕрле нумай-нумай хаяр çапăçусенче пулнă. Пĕр йывăр çапăçу вара ĕмĕрлĕхех унăн асĕнче юлнă...

1944 çулхи ноябрьте танксене хирĕç кĕрешекен 251-мĕш артдивизион пехота валли çул уçса, тăшман позицийĕсем çине снаряд хыççăн снаряд ăсатнă. Сывлăшран «юнкерссем» бомбăсем тăкнă, нимĕç артиллерийĕ татти-сыпписĕр персе тăнă.

Сăрт хыçĕнчен тăшман салтакĕсем атакăна тухни курăнса кайнă. «Огонь!» команда янăрасан пирĕн 45 миллиметрлă орудисем тăшман речĕсем еннелле пеме тытăннă. Кĕтмен çĕртен тупă çумĕнчех фашистсен снарячĕ ÿксе çурăлнă. Наводчик тăнне çухатнă. Йĕри-таврашра снарядсем çурăлнине, çĕр чĕтреннине пула П.Фадеев часах тăна кĕнĕ. Тĕрĕс-тĕкел юлнă оруди умĕнче взвод командирĕ пĕр-пĕччен юлнă, тăшман еннелле вут-хĕм сирпĕтнĕ. Оруди еннелле фашистсен танкĕ ыткăннă. Çирĕм иккĕри наводчик, пуçĕ чăтма çук ыратнине пăхмасăр, шăлне çыртса оруди патне шуса пынă. Пĕтĕм вăй-халне пухса П.Фадеев икĕ аллипе çаврăнакан механизма ярса тытнă, урăм-сурăм кĕрлесе килекен свастикăллă танка прицел сеткине илнĕ. Оруди персе ярсан танк пĕр вырăнта çаврăнма пуçланă. Иккĕмĕш снаряд вара ăна вут хыптарнă.

Фашистсем каялла чакса кайсан взвод командирĕ наводчика çапла каланă:

– Маттур, Фадеев! Сана оруди командирĕ пулма çирĕплететĕп.

– Итлетĕп, лейтенант юлташ... – вăйсăррăн хуравланă наводчик.

Çак должноçра Петр Михайлович вăрçă пĕтичченех çапăçнă. Тăшманпа паттăррăн çапăçса виççĕмĕш степень Мухтав, иккĕмĕш степень Аслă Отечествăлла вăрçă орденĕсене, нумай медальсене тивĕçнĕ.

1948 çулта тăван яла – Анат Чаткаса таврăнсан колхозниксем фронтовика ферма заведующийĕ пулма, каярахпа комплекслă бригадăна ертсе пыма шаннă. Çуллен пысăк тухăç туса илнĕ май, Петр Михайловичăн бригади районта кăна мар, республикăра та лайăхпа палăрса тăнă.

Мăшăрĕпе пĕрле П.Фадеев тăватă ача ÿстерсе çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Ашшĕ вĕсемпе тивĕçлипе мухтаннă. Кĕçĕн ывăлĕ – Валерий Петрович – 1987 çултанпа пĕр улшăнми района ертсе пырать. Çак çулсенче район социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче курăмлă ÿсĕмсем тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика