Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»

08 мая 2009 г.

«Эпир пулнă,

пур, пулатпăр!»

– Çак хăватлă сăмахсем çинче никĕсленсе тăрать те ĕнтĕ Аслă Çĕнтерÿ уявĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахсем чăн пурнăçпа çыхăнса тăччăр, Тăван çĕршывăмăр никама пăхăнмасăр малалла аталантăр, хăватлантăр тесе Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсенчен пурĕ 743 çын Аслă Отечествăлла вăрçă хирне тухса кайнă, вĕсен хушшинче 9 хĕр пулнă. Йышпа илсен, ку – шăпах 2 батальон салтак. Фронта кайнă ял çыннисенчен кашнийĕнех пĕр тĕллев пулнă: хаяр тăшмана тĕппипех çапса аркатмалла, çуралнă кĕтесе Çĕнтерÿпе таврăнмалла!

Пирĕн ялсен çыннисем тĕрлĕ фронтсенче тăшманпа паттăррăн, пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçнă, кунран-кун, çулран-çул Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Чылайăшĕ вăрçă хирĕсенчех выртса юлнă, вун-вун салтак аманнă.

Ялта юлнă хĕрарăмсем, ватăсем, ачасем кунĕн-çĕрĕн фронтшăн ĕçленĕ. «Йăлтах фронт валли, пĕтĕмпех Аслă Çĕнтерÿшĕн!» лозунг ял-йышшăн тĕп тĕллев пулса тăнă. Ял çыннисем хăйсем выçăллă-тутăллă пурăнсан та, тырра пĕтĕмпе тенĕ пекех фронта ăсатнă.

Хĕрлĕ çарăн салтакĕсемпе офицерĕсем, генералĕсем, партизансем фашистла Германи çарĕсемпе 4 çул хушши паттăррăн çапăçса 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче чаплă Çĕнтерÿ тунă. Хуласенчи, ялсенчи тыл ĕçченĕсем те хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе – заводсенче вăрçă хатĕрĕсем туса кăларса, уй-хирсенче тыр-пулă ÿстерсе çитĕнтерсе Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Çĕнтерÿ уявне кăçал эпир 64-мĕш хут паллă тăватпăр. Салтак-çĕнтерÿçĕсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Паянхи кун тĕлне Пăчăрлă Пашьелпе Асанкассинче 8 фронтовик пурăнать. Вĕсем – Иван Николаевич Мандрюков (1922 çулта çуралнă), Петр Владимирович Кудряшов (1923), Николай Семенович Симендеев (1923), Александр Иванович Гармонщиков (1924), Александр Николаевич Драгунов (1924), Иван Николаевич Сачков (1925), Алексей Сергеевич Кудряшов (1923) тата Николай Владимирович Тимагин (1927). Куратпăр ĕнтĕ, фронтовиксенчен чи асли – 87ре, чи кĕçĕнни – 82ре. Вăрçăра чăтса ирттернĕ йывăрлăхсене пула тата тăххăрмĕш теçеткере пынă май, пирĕн сывлăхсем çирĕпех мар ĕнтĕ. Хамăр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă ачасем, мăнуксем тата вĕсен ачисем пире пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе малалла пурăнма хавхалантараççĕ. Паллах, патшалăх пире лайăх пенси тата ытти пулăшу парса тăни те чун-чĕрене савăнăç кÿрет. Куншăн эпир Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин правительствисене тав тăватпăр.

Фронтовиксем килте алă усса лармаççĕ, вăй çитнĕ таран килти хуçалăхра пулăшаççĕ. Шкулсенче иртекен паттăрлăх урокĕсенче, Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче палăк умĕнче вăрçă ветеранĕсем салтаксемпе офицерсен фронтри паттăрлăхĕ çинчен каласа параççĕ, вăрçăра хăйсем чăтса ирттернĕ йывăр самантсене аса илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика