08 мая 2009 г.
Г.КРАСНОВ 1918 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралнă. 1939 çулхи май уйăхĕнче ăна çар службине кайма повестка панă. Полк шкулне пĕтерсен Мурманск облаçĕнчи стрелоксен чаçĕнче отделени командирĕ пулнă. 1940 çулта финн вăрçине хутшăннă.
Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех Г.Краснов чикĕ хĕрринчи хаяр та тан мар çапăçусене кĕнĕ. 1941 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче йывăр аманнă. 1942 çулхи ноябрьччен Архангельскри госпитальте сипленнĕ.
Госпиталь хыççăн Г.Краснова водительсем хатăрлекен курссене вĕренме янă. Шофер правине илсен автомобильсен 34-мĕш батальонĕнче служба тивĕçне малалла тăснă, малтанхи позицисенчи çар чаçĕсем валли вăрçă хатĕрĕсем турттарнă.
Фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн, 1945 çулхи май уйăхĕнче, чаçе Инçет Хĕвел тухăçне куçарнă. Хăюллă шофер унта Пĕрремĕш Хĕвел тухăç фрончĕн йышĕнче Япони самурайĕсен çарĕсене хирĕç çапăçнă, Муданьцзян, Гирин, Харбин хулисене ирĕке кăларма хутшăннă.
1946 çулхи июльте Герман Тимофеевич демобилизаци йĕркипе тăван яла таврăннă. Унăн гимнастеркине иккĕмĕш степень Аслă Отечествăлла вăрçă орденĕ, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшăн» тата ытти медальсем илемлетнĕ.
Мирлĕ ĕçре те хастарлăх кăтартнă фронтовик. Малтан МТСра, кайран тăван колхозра анлă профиллĕ механизаторта тăрăшнă, хăй хыççăн ырă ят хăварнă.
х х х
ПУЯНКАССИНЧИ И.Павлов вăрçă пуçлансанах районти çар комиссариатне çул тытнă, хăйне фронта яма ыйтнă. Виççĕмĕш хутĕнче унăн кăмăлне тивĕçтернĕ-тивĕçтернех – фронта кайма повестка панă.
Октябрь уйăхĕнче вăл алла хĕç-пăшал тытса Мускава хÿтĕленĕ. И.Павлов çапăçакан танксен 28-мĕш бригади часах оборонăран наступление куçнă, тăшмана тĕп хуларан 200 километр ытла айккинелле сирсе ывăтнă.
1942 çул пуçламăшĕнче Пуянкасси каччине кĕçĕн офицерсем хатĕрлекен кĕске вăхăтлăх курссене вĕренме янă. Лейтенант звани илсен вăл минометсен взводне йышăннă. Çамрăк командир чаçра тÿрех хăйĕн пултарулăхĕпе, çивĕч ăсĕпе, çапăçусенчи хăюлăхпа палăрнă. Фашистсене мĕнлерех тĕп тумаллине хăйĕн ырă тĕслĕхĕ çинче кăтартса панă. Командир ăсталăхне кура И.Павлова часах рота шанса панă. Çак должноçра та вăл командир ăсталăхĕпе палăрнă: рота тăшманпа хăюллăн çапăçнă, унăн чылай вут-хĕм точкине, салтак-офицерне тĕп тунă. Хуть мĕнле лару-тăрăва та аналитик ăсĕпе хаклама пултаракан çамрăк офицера батальон, каярахпа полк штабĕн начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Оперативник таланчĕ уйрăмах Курс пĕккинчи, Днепр урлă каçнă чухнехи хаяр çапăçусенче, Белоруссие ирĕке кăларассишĕн пынă наступлени операцийĕсенче палăрнă.
Çапăçусенчи паттăрлăхшăн Илья Николаевича Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, пĕрремĕш степень Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, нумай медальсемпе наградăланă.
1947 çулта М.Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнчен вĕренсе тухсан Типĕ çĕр çинчи çарсен Тĕп управленийĕнче тата Самарпа Ульяновск Хĕрлĕ Ялавлă дивизи штабĕн начальникĕнче ĕçленĕ. 1965 çулта К.Ворошилов ячĕллĕ Генеральнăй штаб академине пĕтерсен И.Павлов полковник çар службине малалла тăснă.