13 мая 2009 г.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, район çыннисем çулталăк пуçланнăранпа 19 миллион та 221 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çав шутра Шăмăршă ял поселенийĕпе – 5,9 миллион, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕпе – 2,6 миллион, Васан ял поселенийĕпе 2,7 миллион тенкĕ.
Кредит укçипе ял çыннисем ял хуçалăх техники, ăратлă выльăх туянаççĕ, вите-хуралтăсене çĕнетеççĕ.