13 мая 2009 г.
ĔНЕРХИ кун тĕлне тĕштырăсене пурĕ 7700 гектар (95,7 процент) акнă. Вăл шутран тулă 3600, урпа 3000, сĕлĕ 640, пăрçа йышши культурăсем 70 гектар. Ку ĕçе «Малалла», «Слава», «Труд», «Карла» фермер (хресчен) хуçалăхĕсем вĕçленĕ.
Çĕр улмине районта кăçал 350 гектар лартмалла пулсан, хальлĕхе ăна 160 гектар лартса хăварнă.
Хуçалăхсенче сахăр кăшманĕ те акаççĕ. Çак ĕçе асăннă кун тĕлне 200 гектара яхăн лаптăк çинче пурнăçланă. Çавăн пекех пахча çимĕçсене 2,5 гектар акнă.