Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти конкурса хутшăнар

13 мая 2009 г.

«ШĂМĂРШĂ районĕн çамрăкĕсем: 2006-2010 çулсем» район программипе, район пуçлăхĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн, çамрăк специалистсен професси ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата культура пайĕ «Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалистсем» район конкурсне ирттерет. Çак конкурса предприятире, организацире е учрежденире пĕр çултан кая мар ĕçлекен 30 çул таранчченхи çамрăк специалистсем хутшăнаççĕ.

Конкурсра çакнашкал номинацисем пулаççĕ: «Сывлăх сыхлавĕнчи чи лайăх çамрăк работник», «Вĕрентÿри чи лайăх çамрăк работник», «Культурăри чи лайăх çамрăк работник», «Ял хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк работник», «Вăрман хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк работник», «Суту-илÿри чи лайăх çамрăк работник», «Муниципаллă (патшалăх) службăн чи лайăх çамрăк работникĕ», «Правăна сыхлакан органсен чи лайăх çамрăк работникĕ», «Патшалăх çамрăксен политикин сферинчи чи лайăх активист-общественник», «Промышленноçри чи лайăх çамрăк работник».

Конкурса хутшăнакан çамрăксен оргкомитета çакнашкал документсем тăратмалла:

- предприятин (организацин, учрежденин) конкурса хутшăнма ыйтса çырнă хут (ходатайство);

– Дипломсемпе Грамотăсен копийĕсемпе пĕрле, руководитель алă пусса çирĕплетнĕ характеристика;

- «Манăн профессилле кредо» эссе (пичетленĕ виçĕ страницăран ытла мар);

- конкурсантсен тĕрлĕ материалĕсем (фото, аудио, видеоматериалсем, творчество ĕçĕсем тата ытти те).

Электронлă майпа хатĕрленĕ документсене оргкомитета 2009 çулхи июнĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла. Конкурс кăтартăвĕсене июньте пĕтĕмлетеççĕ. Жюри кашни номинаци тăрăх пĕр çĕнтерÿçĕне палăртать. Оргкомитет йышăнăвĕпе хушма номинацисем те тума пултараççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене творчествăри пысăк хастарлăхшăн ятарлă стипенди парса тăма ыйтса оргкомитет район пуçлăхĕ патне хут (ходатайство) тăратать.

Çамрăк специалистсен районти конкурсĕн çĕнтерÿçисене райадминистраци Грамотипе тата хаклă парнепе чыслаççĕ. Оргкомитетпа çыхăнмалли телефон – 2-36-22.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика