13 мая 2009 г.
ШĂМĂРШĂРА тавралăха, урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе субботниксем ирттересси юлашки çулсенче çирĕп йăлана кĕчĕ темелле. Чăннипех те ырламалли пулăм çакă. Предприятисемпе учрежденисем, организацисем хăйсене çирĕплетсе панă лаптăксем çинчи асфальта, тротуарсене, газонсене тирпейлесе-тасатсах, бордюрсене шуратсах тăраççĕ.
Лайăххи, чăнах та, лайăх. Анчах çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те çук мар. Акă, пĕр тĕслĕх çеç. Нумай хваттерлĕ çуртсенех илер-ха. Темиçешер çемье пурăнать вĕсенче. Мĕн тĕлĕнтерет, тарăхтарать тетĕр-и; Çынсем ĕçленĕ чух çак çуртсенче пурăнакансем чÿречерен пăхса е балконсем çинче пирус мăкăрлантарса, ĕçлекенсенчен йĕкĕлтешсе-кулса тăни чуна ыраттарать.
– Мĕскер, милицие вун пилĕк талăклăха çаклантăр-им; - лĕхлетеççĕ крыльца çинче е çурт умĕнче сăра лĕрккекенсем.
Ку çеç те мар. Çакнашкал çынсем пирус тĕпĕсене, сăра савăчĕсене куç умĕнчех тин çеç тасатса кайнă лаптăксем çине вăркăнтараççĕ. Çынран кулни мар-и вара çакă; Çак пулăма урăхла ниепле те хаклама май çук.
Ялсенче çынсем хăйсен кил умĕсене хăйсемех тасатса-тирпейлесе тăраççĕ. Шутласан, Шăмăршă та хальлĕхе хула мар-ха. Апла пулсан, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене хăйсен умĕсене мĕншĕн тасаттарма явăçтармалла мар; Ял поселенийĕнче ĕçлекенсем çакна шута илни питех те вырăнлă пулĕччĕ.
Çынсен культура шайĕ пĕчĕккĕ пулни куç кĕретех. Бордюрсене тин çеç сăрласа тухнă, вĕсем типсе те çитеймен. Мĕн куратпăр-ха; Çамрăк хĕрарăм хăйĕн ачине çак бордюр тăрăх çавăтса уттарать, шурă сăрă çине хура йĕр пичетленсе юлать.
– Анне, пăх-ха: мĕнле хитре! – хĕпĕртет ача. Амăшĕ вара ăна мухтать çеç:
– Маттур, ачам. Хытăрах пус.
Апла тума юраманни пирки асăрхаттарса пăх-ха ăна – тÿрех çапла лаплаттарса хурать:
– Ĕçĕр те çавă кăна. Тата сăрлатăр!
Вăт, пыр та калаç унпа çакăн хыççăн. Ахăртнех, вăл халиччен субботника хутшăнса курман пулас. Енчен те çынпа пĕрле ĕçленĕ пулсан, çакнашкал хăтланас та çукчĕ.
Тепĕр тĕслĕх те тарăхтарать. Халĕ Шăмăршă урамĕсенче çÿп-çап пăрахмалли ятарлă урнăсем темиçе çĕре те лартса тухнă. Анчах мĕн усси; Çынсем вĕсене асăрхамаççĕ те тейĕн – тĕрлĕрен хутаçсемпе пакетсене, пластмасса е кĕленче савăтсене унта-кунта пăрахса хăвараççĕ. Урна пилĕк-ултă утăмра çеç. Унта çитме çав териех йывăр-ши вара; Е кĕленче савăтсене мĕншĕн асфальт е тротуар çине çапса çĕмĕрсе хăвармалла; Камран кулни ку; Хамăртан хамăр мар-и; Ахăртнех çакнашкал çынсем çапла шутлаççĕ пулĕ: пирĕншĕн ик айкки те тăвайкки. Ыттисем тасатчĕр, пирĕншĕн те ĕçлеччĕр.