16 мая 2009 г.
ÇУРКУННЕ çĕр ĕçченĕшĕн çеç мар, вăрманçăсемшĕн те хĕрÿ тапхăр. Кăçал кăна Шăмăршă вăрманçисем пурĕ 160 гектар çамрăк хунавсем лартса хăварчĕç. Вăл шутран Палтиел лесничествинче 65, Шăмăршăра 40, Чукалпа Турханта 18, Комсомольскинче 15, Буинскра 5 гектар. Тепĕр темиçе çултан хырпа чăрăш хунавĕсем капмар та çÿллĕ йывăçсене çаврăнĕç, вăрмансене пуянлатĕç.
Çамрăк хунавсем акса çитĕнтересси те манăçа юлмасть. Кăçалхи сезонра, сăмахран, Шăмăршăри питомникра 0,56 гектар çине хырпа чăрăш тата лиственница вăрлăхĕсене акнă. Çавăн пекех, хырпа чăрăш вăрлăхĕсене Буинскра тата Комсомольскинче 40-15 сотăй акса хăварнă.
Иртнĕ çулсенчи хунавсем те лайăх аталанаççĕ, вĕсене пă-хсах тăратпăр.
Хальхи вăхăтра вăрманăн чи хăрушă тăшманĕ – пушар. Эпĕ район çыннисене вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулма чĕнсе каласшăн. Ешĕл пуянлăха куç шăрçи пек упрар.