16 мая 2009 г.
АСЛĂ Аттелĕх вăрçин ахрăмĕ аякка тăрса юлчĕ пулин те, вăл кÿнĕ çухату, асап нихăçан та манăçас çук. Фронтра пуç хунă е аманнă, хыпарсăр çухалнă çывăх тăванне кашни çемьех асра тытать. Палтиелĕнчи Мария Афанасьевна Кузьмина (Матвеева) та ĕмĕр тăршшĕпех ашшĕн, аслашшĕн сăнарне чĕрере упрать.
... 1906 çулта çут тĕнчене килнĕ А.И.Матвеев. Чухăн çемьере çуралнăскер, çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Мал ĕмĕтлĕ Ахванеç çавах пуçа усман. Палтиелĕнчи шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Чăваш педрабфакĕнче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Афанасий Иванович Палтиелĕнчи пĕрремĕш комсомолец тата коммунист пулнă. Анлă тавра курăмлăскер, пуçламăш комсомол тата парти организацийĕсене тулли яваплăхпа ертсе пынă. Çакна ялта пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленĕ тата кулаксене хирĕç кĕрешнĕ ĕçсем çирĕплетеççĕ.
Афанасий Иванович Матвеев Палтиелĕн чăваш пайĕнче ял Совечĕн председателĕнче, КПСС Шăмăршă райкомĕн иструкторĕнче тата пропагандистĕнче тимленĕ. Çавăн пекех, Анат Чаткасри 7 çул вĕренмелли шкулта ачасене истори вĕрентнĕ. Пĕр хушă район хаçачĕн редакторĕнче те тăрăшнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, лайăх организатора, таса чунлă çынна – А.И.Матвеева фронта çынсем пухса ăсатас ĕçе шаннă. Çĕнтерĕве çывхартма тырă, тум-тир, ут кÿлмелли хатĕрсем, укçа-тенкĕ пухассине те вăлах йĕркеленĕ.
А.Матвеева хăйне 1942 çулта вăрçа илсе кайнă. Мăшăрĕ Елена виçĕ хĕрĕпе тăрса юлнă. Афанасий Иванович алла пăшал тытса çапăçнипе пĕрлех политработник тивĕçĕсене те пурнăçланă.
Шел, Афанасий Иванович ылханлă вăрçă хирĕнчен таврăнайман, унпа пĕр тăван Василий те фронтра пуçне хунă. 1943 çул пуçламăшĕнче фронтран килнĕ çыру вара Палтиел çамрăкĕ хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернĕ.
Хăрушă хыпара, паллах, никам та ĕненесшĕн пулман. Мăшăрĕ, ашшĕ халь-халь кил хушшине пырса кĕрессĕн туйăннă. Вăхăт урапи çеç, васкавлăн хăлтăртатнăçем, çывăх çын вĕсенчен яланлăхах уйрăлса кайнине туйтарнă. Тыткăна лекнĕ е вилнĕ, ăçти сив çĕр йышăннă ун ÿтне – Матвеевсем Афанасий Иванович çинчен нимĕн те пĕлмен.
«Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ», - теççĕ халăхра. А.И.Матвеев ячĕ те йĕрне çухатман иккен. Ĕмĕрлĕх канлĕхне Афанасий Иванович Кольски çур утравĕнче тупнă. 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Кандалакша таврашĕнче çапăçса пуçне хунă-мĕн вăл.
Çакăн çинчен М.А.Кузьмина Мурманск облаçĕнчи Полярные Зори хулинчи «Шырав» ушкăн «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата ярса панă çыруран пĕлнĕ.
Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисен династийĕ Матвеевсен ратнинче пĕтмен. Афанасий Ивановичăн Мария (Матвеева-Кузьмина) хĕрĕн икĕ ывăлĕ – Александрпа Владимир – Тăван çĕр-шывăн чиккисене шанчăклăн сыхланă. Кĕçĕнни – Володя – Афган çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Аслашшĕн, ашшĕпе кукашшĕн ырă тĕслĕхĕпе Владимирăн ывăлĕ – Артем та хавхаланать, Вадим шăллĕне лайăх ăс парать. Вăл – вĕренÿ отличникĕ, 7 кадет класĕн взвод командирĕ. Тăван çĕр-шывăн шанчăклă хÿтĕлевçисем пулма яланах хатĕр А.И.Матвеев мăнукĕсем.