Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрĕпех мăшăрне кĕтнĕ

16 мая 2009 г.

МАНĂН мăн кукаçей, Селивер Леонтьевич Ухтияров, 1913 çулта Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Вăл пысăк çемьере ÿснĕ. Унăн аслă тетĕшĕ Эптÿш, иккĕмĕшĕ Эптюк, тепри Этхем (Ефим) ятлă пулнă. Аппăшĕсене Серпи тата Себите тесе чĕннĕ.

Иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсен вĕçĕнче мăн кукаçей çемье çавăрнă, унăн мăшăрĕ Александра ятлă пулнă. Вăрçă пуçланиччен кăшт маларах вĕсен Саша ятлă ывăл çуралнă. 1941 çулта мăн кукаçей вăрçа тухса кайнă чухне мăн кукамай тепĕр ачапа çие юлнă пулнă. Иккĕмĕш ачине Нина ят панă.

Селивер Ухтияров фронтран таврăнайман. Вăл 1943 çулхи майăн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Орел облаçĕнчи «Красная заря» станци таврашĕнче, салтаксен масарĕнче пытарнă.

Манăн мăн кукаçей питĕ ĕçчен хресчен пулнă, çĕр çинче ĕçленĕ, арман тытнă. Мăн кукамай юратнă мăшăрне вăрçăра çухатнă пулин те, пуç усман, ачисене ура çине тăратма тăрăшнă. Вăл йышлă пыл вĕллисем тытнă, яланах ĕне усранă. Ĕмĕр тăршшĕпех юратнă мăшăрне кĕтсе пурăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика