Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлипе мухтанатпăр

16 мая 2009 г.

ХАÇАТРА хамăн мăн кукаçей çинчен каласа парас килет. Викентий Мульдюков 1907 çулта Виçпÿрт Шăмăршăра çуралнă. 1941 çулхи апрель пуçламăшĕнче ăна призыв йĕркипе çар службине илнĕ. Унта Ярославль хулинчи тинĕс-çар шкулне вĕренме янă. Вăрçă пуçланнă чухне Викентий Мульдюков матрос Хĕрлĕ Ялавлă Балти флотĕнче службăра тăнă. Ленинград фронтне кĕрекен тинĕс пехотин подразделенийĕнче мăн кукаçей пулеметчик пулнă, юлташĕсемпе пĕрле Ленинграда паттăррăн хÿтĕленĕ.

1944 çулхи январьте пирĕн çарсем Ленинград блокадине татса янă. Кунта, паллах, Викентий Мульдюков боецăн тÿпи те пулнă.

Мăн кукаçей фронтран таврăнсан мирлĕ ĕçре тăрăшнă. 65-ре пынă мăн кукаçей 1972 çулта вилнĕ. Унăн фронтри паттăрлăхĕпе пирĕн çемье тивĕçлипе мухтанать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика