Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв концертне хутшăнатпăр

23 мая 2009 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ модельлĕ Культура çурчĕн художество коллективĕпе ансамбльсем çулленех районти Акатуй концертне хутшăнаççĕ, пĕрлештернĕ хорта юрлаççĕ. Кăçалхи уяв валли те районти жюри пирĕн хăш-пĕр номерсене суйласа илчĕ. Халĕ Культура çуртĕнче кулленех хĕрÿ репетицисем пыраççĕ.

Тĕп сцена çинче пирĕн хор «Солдаты минувшей войны» юрă шăрантарĕ (сăм. Н.Чикинăн, кĕв. Ю.Сиготинăн). «Шăнкăрав» фольклор ушкăнĕ хамăр тăрăхри вăйăри юрă-ташă композицине хатĕрлет. Хĕрарăмсен ансамблĕ вара уяври халăха «Тăванран хакли çук» юрăпа савăнтарĕ (сăм. Л.Туктинан, кĕв. Ю.Жуковăн). Кунсăр пуçне коллектив районти пĕрлештернĕ хор юррисене те вĕренет.

Акатуйри выставăна хамăр тăрăхри ăстасен тĕррисемпе йывăç алăсталăх япалисене те тăрататпăр.

Çакна та каламалла: кăçалхи Акатуя Çамрăксен çулне тата Çĕр ĕçченĕн çулне халалланă. Çавна май концерт программинче çамрăксемпе ял çинчен çырнă юрă-сăвă ытларах пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика