23 мая 2009 г.
КИЛТИ хушма хуçалăхсене аталантарассишĕн патшалăх та сахал мар тăрăшать, вĕсене укçа-тенкĕ парса та пулăшать. Кăçал кăна, акă, Перекет банкĕн Шăмăршăри уйрăмĕ çак тĕллевпе пурĕ 68 кредит панă. 11 миллион тенкĕ те 936 пин тенкĕ ытларах ял хуçалăх техники туянма, выльăх-чĕрлĕх витисем тума е юсама кайнă. Кăçал, сăмахран, тракторсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем туянакансен йышĕ ÿснĕ.
Кредита тĕрлĕ вăхăтлăха параççĕ, ăна тÿлесе татма хăшпĕр çăмăллăхсем те пур. Сăмахран, банкран илнĕ кредитшăн патшалăх 12,5 процент субсиди парса пулăшать. Паянхи кун тĕлне илес пулсан, халăха кăçалхи февраль уйăхĕ таран субсидисем парса пĕтернĕ те ĕнтĕ, ку ĕç халĕ малалла пырать.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ – яла аталантармалли пысăк пулăшу. Çавăнпа та çăмăллăхлă кредит илессинчен шикленме кирлĕ мар, килти хуçалăха çĕклени хăвăршăнах лайăх.