27 мая 2009 г.
ШĂМĂРШĂРИ Ленин урамĕнче юлашки çулсенче нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленчĕç. Нумаях пулмасть урама тата тепĕр çурт илем кÿме пуçларĕ. Силикат кирпĕчсемпе купаласа хăпартнă, сарă тата хĕрлĕ-хăмăр кирпĕчсемпе хитрелетнĕ, профнастилпа витнĕ, чÿрече блокĕсем лартнă 3 хутлă çуртра халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ (объект заказчикĕ – Чăваш Республикин Строительство министерстви, генеральнăй подрядчикĕ – «Строитель» ООО).
Объектри ĕçсем ăнăçлă та кал-кал пыни тÿрех сисĕнет. Акă, Кахăрлă Шăхалĕнчи В.Юманов бригади – ун йышĕнче Г.Рожков, В.Чебондаев, А.Семенов, И.Кузнецов, В.Афанасьев, В.Петровпа О.Юманов ĕçлеççĕ – алăксене тирпейлĕн вырнаçтарать.
Пĕрлех штукатурка ĕçĕсем те хĕрÿ пынине палăртмалла (электропроводкăсене пĕтĕмпех монтажланă). Объектра штукатурсен 3 бригади вăй хурать иккен. Ăстасен ĕçĕ çине пăхма та кăмăллă: стенасем – тикĕс те яка. Кашни бригада раствора хăйне уйрăм бетономешалкăпа хатĕрлет. Патăрьел районĕнчи Аслă Чементен килнĕ бригада – ун йышĕнче Владимирпа Оля Мотновсем, Н.Антонова, Н.Химетовапа С.Степанов тăрăшаççĕ – çуртăн пĕрремĕш подъездĕнчи иккĕмĕш хутра штукатурка тăвать. Хастар бригада пĕрремĕш хутри ĕçсене лайăх пахалăхпа вĕçленĕ. Иккĕмĕш подъездри иккĕмĕш хутра асăннă районти Кивĕ Ахпÿртрен килсе çитнĕ Капитоновсен, Кирилловсен тата Каштановсен çемйисем вăй хураççĕ.
Стройкăри бригадăсем хăйсене «Строитель» ООО руководителĕсем тивĕçлĕ тимлĕх уйăрнине, ĕç укçине уйăхра икĕ хутчен туллин тÿлесе пынине асăнчĕç.
Объектри ĕç-хĕле Н.Шумилов прораб йĕркелесе-ертсе пырать.
– Объектăн проектпа смета хакĕ 24 миллион та 476 пин тенкĕпе танлашать, - терĕ Николай Филиппович.– Паянхи кун тĕлне 20 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Çурт 24 хваттерлĕ пулать, çав шутран икĕ пÿлĕмлисем – 10, пĕр пÿлĕмлисем – 14.