27 мая 2009 г.
ШĂМĂРШĂ вăтам шкулĕн спорт залĕнче «Атте, анне, эпĕ – спорт çемйи» конкурс иртрĕ. Ăна райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата культура пайĕ ЗАГС тата социаллă хÿтлĕх пайĕсемпе пĕрле йĕркелерĕ. Çак мероприятире ял поселенийĕсемпе учрежденисен çемье командисем вăй виçрĕç. Вăл хаваслă стартсен йĕркипе иртрĕ.
Малтанах командăсем хăйсен çемйи, мĕнпе кăсăкланни çинчен каласа пачĕç, çемье çитĕнĕвĕсене асăнчĕç. Кун хыççăн вара тĕрлĕ вăйă-конкурсра ăмăртрĕç.
Хаваслă стартсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен, пĕр ачаллă çемьесем хушшинче Кивĕ Чукал ял поселенийĕнчи Малеевсен çемйи мала тухни палăрчĕ. Старшининсемпе Федотовсен çемйисем (Пăчăрлă Пашьелпе Пуянкасси ял поселенийĕсем) иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç. Икĕ ачаллă çемьесем хушшинче вара Анат Чаткас ял поселенийĕнчи Зиновьевсен çемйи пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кудряшовсен çемйи те (Шăмăршă ял поселенийĕ) çак командăран ытлашши нумай кая юлмарĕ.
Программăна «Антонина» халăх ташă коллективĕн кĕçĕн ушкăнĕ тата Культура керменĕн солисчĕ С.Кудряшов илем кÿчĕç.
Райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата культура пайĕн начальникĕн заместителĕ А.Чумуркина çемьесене Грамотăсемпе хаклă парнесем парса чысларĕ.