27 мая 2009 г.
КĔСКЕ СПРАВКА. Александр Петров 1984 çулта Шăмăршăра çуралнă. Шăмăршăри вăтам шкулта 8 çул вĕренсен Шупашкарти чăваш-турка лицейĕнче пĕлÿ пухнă. Лицейра «чи лайăх» паллăсемлĕ аттестат илсен, 2001 çулта, Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Мускаври Пограничнăй çар институтне вĕренме кĕнĕ. Унта вĕреннĕ вăхăтра Çĕнтерÿ Парадне хутшăннă, Раççей Оборона министрĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. 2006 çултанпа, офицер званийĕ илнĕренпе, Пограничнăй çарсенче службăра тăрать. Çар тивĕçне Присяга хушнă пек пурнăçланăшăн Александр Валерьевича округ тата чаç командованийĕ Тав çырăвĕсемпе, Грамотăсемпе чысланă.
Çак номерте эпир «На Юго-Восточных рубежах» çар хаçатĕнчи А.Петров аслă лейтенант çинчен çырнă тĕрленчĕке чăвашла куçарса пичетлетпĕр.
...ТУЛ çутăлса кăна пырать-ха. Раççейпе Казахстан чиккинчи Алтай крайне кĕрекен Кулунда çеçен хирĕнчи автомашинăсене тĕрĕслесе ирттерекен пунктра пограничниксем куç хупмасăр служба тивĕçне пурнăçлаççĕ.
«Кулунда – автодорожный» тĕрĕслев пункчĕн пĕр кабинетĕнче иккĕн – кÿршĕллĕ çĕршыв гражданки тата çак пункт начальникĕн заместителĕ Александр Петров аслă лейтенант лараççĕ. Ку хĕрарăм чикĕ урлă суя документсемпе каçма (Казахстанран Раççее) хăтланнă.
– Ниепле те тĕрĕссине каласшăн пулмарĕ малтан, - терĕ Александр Валерьевич. – Виçĕ сехет иртсен вара, пăркаланма май çуккине кура, пĕтĕмпех тĕрĕссине каласа пачĕ.
Раççейпе Казахстан чиккинчи тĕрĕслев-пропуск пункчĕсенче кунашкал фактсем, ытти пăтăрмахлă тĕслĕхсем тăтăшах пулаççĕ.
Пĕррехинче, автомашинăна тĕрĕсленĕ вăхăтра, Михаил Старцев прапорщикра пассажиркăн сăн-пичĕпе унăн паспортĕнчи сăн ÿкерчĕк иккĕленÿ çуратнă. Пĕрре пăхсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек туйăнать. Шăпах хĕрарăм çинчи хăлха çаккисем сăн ÿкерчĕкре те пулнă.
– Ку хăлха çаккисене эсир хăçан туянннă; – ыйтнă А.Петров.
– Çур çул каялла, - хуравланă пассажирка.
– Сире вара пĕр çул каялла паспорт панă-çке, - тенĕ аслă лейтенант.
Çак ыйту çине нимле хурав та парайман пассажирка. Кун хыççăн вăл пĕтĕмпех тĕрĕссине каласа панă. Инçе çула аппăшĕн паспорчĕпе тухнă пулнă иккен хĕрарăм.
– Сирĕн службăра Шерлок Холмс е Эркюля Пуаро таланчĕ кирлĕ-мĕн! – терĕмĕр эпир.
– Пирĕн службăра талант та, професси ăсталăхĕ те, интуици туйăмĕ те пулмалла, - калаçăва малалла тăсрĕ тĕрĕслев пункчĕн начальникĕн заместителĕ. – Кашни сотрудникăн хăйĕн ĕç меслечĕ. Контролер ĕçĕнче ăнкарулăх та пысăк вырăн йышăнать.
Тепĕр кун ирхине Александр Петров аслă лейтенантпа тата Елена Безрукавых прапорщикпа пĕрле Казахстанран килекен грузсен составне тĕрĕслекен наряда тухрăмăр. Унта вара эпир «Кулунда» КПП сотрудникĕсен профессилле ăсталăхне хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Машинистсен докуменчĕсене тĕрĕслесен, локомотива тĕплĕн пăхса çаврăнсан контролерсем малалла утрĕç.
Пирĕн ыйтусем çине çирĕп аргументсемпе тата тĕплĕн хуравланă май, Петров аслă лейтенант вакунсене те шутласа пычĕ, йĕри-тавралăха сăнама та манмарĕ.
«Кулунда» станцине тĕнче пĕлтерĕшлĕ икĕ пуйăс та чарăнать иккен. Вĕсенче те пограничниксем кашни пассажирăн паспортне, ытти документсене тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.
Елена Безрукавых хăйĕн начальникĕ пирки эпир кĕтмен хыпар та пĕлтерчĕ. Пассажирсене тĕрĕсленĕ вăхăтра пĕр хĕрарăм хăйĕнпе пĕрле ларса пынă пĕчĕк хĕрача пирки: «Ку – манăн ача», тенĕ. Анчах та лешĕ çав самантрах ăна турка чĕлхипе «инке» тесе чĕннĕ. Çамрăк офицер хĕрарăмпа тап-таса турка чĕлхипе калаçса кайнă, ача умĕнче суйма, йĕркене пăсма юраманни çинчен асăрхаттарнă, ун пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
Наряд талăкĕпех тăсăлать пулсан та Александр Валерьевич ывăннине туймасть. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин яваплăхне, Присягăн пысăк пĕлтерĕшне пĕтĕм чĕрепе тарăннăн туйса тăни, хăй суйласа илнĕ çар профессине чунтан юратни ăна шанса панă ĕçе кунран-кун, çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма май парать. Офицер-пограничник ятне яланах çÿлте тытакан А.Петров хăйне пăхăнса тăракансенчен те, хăйĕнчен те çирĕп ыйтать, вĕсене службăра ырă тĕслĕх кăтартать.
Килĕнче вара ăна хăйĕн туслă çемйи чăтăмсăррăн кĕтет. Çемьене таврăнса савнă мăшăрне, юратнă хĕр пĕрчипе ывăл тĕпренчĕкне курсан, вĕсене ăшă ытама илсе пичĕсенчен чуп туса илсен талăкри службăра ĕшенни те иртсе каять, ÿт-пÿ çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕпленет. Шанчăклă тыл Александр Валерьевича службăра çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарать.