30 мая 2009 г.
СĂМАХĂМА ырă хыпарпа пуçлас кăмăлăм пур. Çак кунсенче Васан ял поселенийĕн администрацийĕ виçĕ ялта та масарсене тирпейлес тĕлĕшпе субботник ирттернĕ, унта ял-йыш кар тăрса хутшăннă. Масар картисене юсанă, хăрса типнĕ йывăçсемпе тĕмсене каснă, тасатнă, хĕрессен йĕри-таврашне тирпейленĕ. Хальхи вăхăтра платниксен бригади Васан масарĕ çинче пĕчĕк пÿрт лартать, пурине тата йывăç материалсене хăйсен ялĕн çынни В.П.Егоров тăрăшнипе хатĕрленĕ.
Районти ытти ялсенче те масарсене тирпейлес тĕлĕшпе чылай тăрăшрĕç. Халĕ карти йăваннă масар çук тесен те юрать. Çапах та çакă шухăшлаттарать: ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем субботниксене çынсем сахаллăн хутшăннине палăртаççĕ. «Арçынсем – Мускавра, хĕрарăмсемпе çамрăксем çине шанăç сахалрах», - терĕ пĕр пуçлăх. Çав вăхăтрах ялти çирĕм-вăтăр вăй питти услап лавкка хуралласа ним тумасăр вăхăт ирттерет. Аслашшĕ-кукашшĕсене, асламăшĕ-кукамăшсене, хăшĕ-пĕрин ашшĕ-амăшне пытарнă масара, çывăх çыннисен вил тăприсене тирпейлеме-йĕркене кĕртме вĕсен «вăхăт çук». Укçа парсан е эрех ĕçтерсен ĕçлеме хатĕр-ха, укçа памасан – ни-ни...Намăс-симĕс мĕнне тахçанах маннă çав ханттарсем. Турăран та, шуйттанран та, çылăхран та хăрамаççĕ.
Масар картине çĕнĕрен тытма килĕрен укçа пуçтарнă чухне те пăрăнса юлма тăрăшакансем тупăнаççĕ. 100 тенкĕ укçа шеллесе, хăйсен чунсăрлăхне, çынна хисеплеменнине кăтартаççĕ.
Ним пытармалли те çук, Шăмăршăра та, ытти ялсенчи масарсенче те юхăнса кайнă вил тăприсем сахал мар. Армак-чармак ÿснĕ йывăçсем те масара илем кÿмеççĕ. Ял-йыш вăйĕпе тирпей тума пулатех вĕт-ха. Вил тăприсем çинче вăрман йывăçĕ мар, чечек акса-лартса ÿстерер, пĕчĕк картасене çĕнетсе-сăрласах тăрар. Вилнисен ячĕсене яланах асра тытар, хисеплесе пурăнар.