30 мая 2009 г.
ПУЯНКАССИ ял поселенийĕн территорийĕнчи ялсенче, сывлăх суннă хыççăн, çынсем пĕр-пĕрне паракан çак ыйту-каларăш вăй илсе пыни сисĕнет. Ахальтен мар çакă – кунта выльăх-чĕрлĕх йышлă усракансем чăннипех те нумай. Ку тĕлĕшпе камран тĕслĕх илмелли те пур. Акă, Пуянкассинчи Б.Калашников çемйи вуншар сысна ÿстерет. Кахăрлă Шăхалĕнче вара В.Юманов пек йышлă выльăх – ĕнесем, вăкăрсемпе пăрусем, сыснасем, лаша, чăх-чĕп – тытакансем сахалрах. Ял çынни хура ĕçрен ютшăнманнине çирĕплетекен кăтартуллă тĕслĕх мар-и çакă; Вĕсен ырă ĕçĕ ыттисене те хавхалантарать.
Пуянкассинчи В.Антонов çемйинех илер. Ку хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрани чăннипех тупăшлă пулнине тахçанах ăнланса илнĕ. Картиш тулли выльăх вĕсен: темиçешер пуç ĕне, пăрусем, сыснасем. Çак ялти А.Н.Андреевпа А.И.Андреев та сыснасем йышлă усраççĕ. Аш-какай, çурасем сутни çемье бюджетне пуянлатма самаях пулăшать, ачисем те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ, пус çумне пус мĕнлерех майпа хутшăннине хăйсем туяççĕ.
Юлашки çулсенче Кахăрлă Шăхалĕнчи тепĕр Юманов – Владимир Петрович – ĕне выльăх ытларах та ытларах усрама пуçларĕ.
Халĕ чылай килте сурăхсене сахалрах тытма пуçлани е пачах усрама пăрахни сисĕнет. Виçпÿрт Шăмăршăри А.Семенов пирки апла калаймăн – сахал мар вĕсем унăн килĕнче. Кунсăр пуçне мăйракаллă шултра выльăхсем те темиçе пуç.
Хайпăласенчен вара Н.Герасимова палăртса хăварас килет. Унăн хуçалăхĕнче – «пĕчĕк кĕтÿ». Темиçе пуç ĕне выльăх, лаша усраççĕ.
Пĕр сăмахпа, ялсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмен хуçалăхсем, пĕччен пурăнакан ватăсене шутламасан, çукрах тесен те юрать. Вĕсем те картише курăк пустарасшăн мар – хăшĕсем качака та пулин усрама тăрăшаççĕ.
Ялсенче лаша тытакансен йышĕ те ÿссех пырать. Сыснасем вара – кашни килте тенĕ пекех.