Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх картишре – укçа кĕсьере

30 мая 2009 г.

КИЛТЕ выльăх та усрамасан, ял çыннине пурнăçа саплаштарса пыма пĕрре те çăмăл мар. Укçи-тенки кулленех кирлĕ вĕт. Сĕт-çу, аш-какай вара – чĕрĕ валюта. Васантах, акă выльăх-чĕрлĕх йышлă тытакансем нумай. Вĕсенчен пĕри – Андрей Егоров. Виçĕ вăкăрпа çирĕм сурăх унăн. Маргарита Полякован та икĕ ĕне, темиçе пăру, сурăхсем те самаях.

Ярăславсем те васансенчен юласшăн мар. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытакансем кунта та самаях. Сăмахран, Петр Красновах илер. Пĕр ĕне, икĕ пушмак пăру, икĕ пăру, вун сакăр сурăх усрама вăй çитерет вăл. Çак ялти А.Романов та ÿркенмен, ĕçрен хăраман çын. Унсăрăн вăл икĕ ĕне, çăвăрлакан тăватă сысна ами тытман пулĕччĕ. Сысна çурисем те йышлă, вĕсене сутни çемье бюджетне пуянлатма самаях пулăшать.

– Ÿркенмелле çеç мар, - тет çемье пуçĕ.

Кунсăр пуçне Васан ял поселенине кĕрекен ялсенче лаша усракансен шучĕ ÿссе пыни те курăнать. Чăх-чĕп, хур-кăвакал йышне вара шутласа та пĕтереймĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика