30 мая 2009 г.
ЙЫВĂÇСЕМ лартмалли çуркуннехи тапхăр Палтиел лесничествин 7-мĕш обходĕнче те хĕрÿ иртрĕ. Кăçал эпир нихçанхинчен те ытларах – пурĕ 28 гектар – хырпа чăрăш хунавĕсем лартрăмăр. Çак ĕçре Васан, Ярăслав, Хайпăла, Шăмăршă ялĕсенчен килнĕ 70 ытла çын вăй хучĕ. Йывăçсене пурне те алă вăйĕпе лартнă, чĕрĕлсе вăй илес шанăç та пысăк.
Çу кунĕсенче çамрăк хунавсене пăхса ÿстерес тĕлĕшпе ĕçлĕпĕр, çÿлте асăннă ялсенче пурăнакан хастар çынсем лесничествăпа тачă çыхăну тытасса шанса тăратпăр. Вăрманта вăй хуни ялти ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса пама та пулăшĕ.