Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă ирттĕр каникул

30 мая 2009 г.

ПĔЛТĔРХИПЕ танлаштарсан, кăçал республикăри çул-йĕрсем çинче ачасемпе çыхăннă аварисен шучĕ 2,4 процент ÿснĕ. Тĕрлĕ аварисенче 2 ачан пурнăçĕ татăлнă, 43-шĕ аманнă.

Тĕпрен илсен, ача-пăчапа çыхăннă аварисем ытларах çуллахи тапхăрта пулаççĕ. Аварисенчен сыхланас, инкек-синкекрен асăрхаттарас тĕллевпе, майăн 18 – июнĕн 14-мĕшĕсенче «Асăрханăр – ачасем!» ятпа Пĕтĕм Раççейри тĕллевлĕ профилактика мероприятийĕ иртет.

Çуллахи каникул кунĕсенче ашшĕ-амăшĕн ачасене çул-йĕр çинчи тимлĕх пирки куллен асăрхаттарса тăмаллах. Çул варринче выляни инкек патне илсе пыма пултарни çинчен те каламалла.

Ачасем ялсенче çăвĕпех велосипедпа ярăнаççĕ. Анчах та, тимлĕхе çухатсан, çак транспортпа инкеке те çакланма пулать. Автомашинăсем çÿрекен çул çинче велосипедпа ярăнма юрамасть. Велотранспортпа çул хĕррипе е тротуарпа кăна çÿремелле.

Çуллахи тапхăрта шкулсенче ĕçпе кану бригадисем йĕркелеççĕ. Педагогсен вĕренекенсене çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисем пирки те ăнлантармалла.

Каникул кунĕсенче шкул автобусĕсемпе тĕрлĕ хуласене экскурсие каяççĕ. Кунта хăрушсăрлăх йĕркисем чи малти вырăнта пулмалла. Водителĕн рейс маршручĕпе малтанах тĕплĕн паллашмалла, автомашинăсем уйрăмах нумай çÿрекен вырăнсем, тимлĕхе ÿстермелли пăрнăçсем çинчен лайăх пĕлсе тăмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика