30 мая 2009 г.
ЧĂВАШ Республикин Шалти ĕçсен министерствинче «Шанăç телефонĕн» ĕç-хĕлне йĕркеленĕ. Республикăри, çав шутра Шăмăршă районĕнчи граждансем милицин ĕç-хĕлĕнчи çитменлĕхĕсене асăрхасан (милицире заявление йышăнмасан, милици сотрудникĕсен йышăнăвĕсемпе, вĕсен ĕçĕпе (ĕçсĕрлĕхпе) кăмăлсăр пулсан), вĕсем Чăваш Енĕн Шалти ĕçсен министерствине «Шанăç телефонĕпе» шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ. Министерствăн дежурнăй чаçне (8352) 30-66-55, ГИБДД управленине 62-50-30, экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен управленине 30-68-03, Кадрсен управленине 30-61-24 телефонсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр.
Правăна сыхлакан районти органсенчи должноçри çынсене милиционерсен ĕçĕнчи çитменлĕхсем пирки пĕлтерес тесен, шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕпе К.С.Махмутовпа (Шăмăршă ялĕ, Космовский урамĕ, 26) – 2-33-72, район прокурорĕпе И.Г.Мифтахутдиновпа – 2-33-10, район сучĕн председателĕпе Ю.Н.Поляковпа 2-34-82 телефонсемпе çыхăнма сĕнетпĕр.