Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял поселенийĕн специалисчĕ çÿп-çап тасатакан мар

03 июня 2009 г.

ИРТНĔ эрне кун район администрацийĕ йĕркеленĕ ятарлă комисси ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине курса-тĕрĕслесе тухнă, ырă улшăнусемпе пĕрлех çитменлĕхсем чылаййине те палăртнă.

Чи малтан, ялсенчи çÿп-çап контейнерĕсем тулса кайнă, вĕсене вăхăтра пушатса свалкăна турттарса кайма васкамаççĕ. Ял çыннисем контейнера тĕрлĕрен ăпăр-тапăрпа (кивĕ холодильник, юрăхсăра тухнă телевизор тата ытти те) тултарса лартаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте контейнер йĕри-таврашĕ саккунсăр свалкăна аса илтерет.

Уйрăм çынсем хăйсен çурчĕсем умĕнче те тирпей тумаççĕ, ялти çÿп-çапа ял поселенийĕн специалисчĕсен пуçтармалла тесе шутлакансем те пур иккен. Малашне тирпейлĕхшĕн тăрăшман çуртсен хуçисене пысăк штраф кĕтет. Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси çывăх вăхăтра кунашкал вуншар ĕçе пăхса тухма хатĕрленет.

Умра – пысăк уявсем. Çимĕке те, Акатуя та аякри тăвансем килĕç, эпир мĕнле пурăннипе паллашĕç. Хăнасем умĕнче пите хĕретмелле ан пултăрччĕ. Район администрацийĕ çак эрнене ялсене тасалăхпа тирпейлĕх кÿмелли эрне тесе пĕлтерет, тăван тавралăхра илем тума кашни çынах хутшăнма чĕнсе калать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика