03 июня 2009 г.
ÇĔНĔ ЧУКАЛТА иртнĕ ĕмĕрте хитре куполсемлĕ чиркÿ пулнă, кĕлле кĕме йыхравлакан чан сасси инçете юхса саланнă. Шел, атеизм тапхăрĕнче чиркĕве хупнă, салатнă.
Ял çыннисене савăнăç кÿрсе, халĕ ялта çĕнĕ чиркÿ çурчĕ çĕкленнĕ. Чиркĕве витсе çутă куполсем те вырнаçтарнă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра шалти ĕçсем пуçланнă. Ĕçĕ вара питĕ нумай-ха: мачча-урай сармалла, чÿрече-алăк вырнаçтармалла, алтарь тумалла, ыттине пурнăçламалла. Шалти ĕçсене З.Матросов, А.Угарин, В.Михайлов, В.Яноров, Л.Матвеев, С.Ильичев платниксем тăваççĕ. Ĕç кал-кал та чăрмавсăр пырать. Бригада сăваплă ĕçе тирпейлĕ пурнăçлать.
Чукал çыннисем чиркÿ çуртне час-часах кĕре-кĕре тухаççĕ, платниксене мухтаççĕ, малалла та ывăнмасăр ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунаççĕ.
Çĕнĕ чиркÿ ĕçлеме пуçласса ял çыннисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, май килнĕ таран хăйсем те пулăшаççĕ. Хальлĕхе ĕçлеме строительство материалĕсем пур-ха, анчах чиркĕве туса пĕтерме вĕсем нумай кирлĕ пулаççĕ. Çавна май спонсорсем тупăнсан, укçа-тенкĕпе, материалсемпе пулăшсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Сăваплă ĕç Турă пилĕ-пулăшăвĕпе, сывлăх çирĕплĕхĕпе таврăнĕччĕ.