Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченне халалласа

03 июня 2009 г.

ЧĂВАШСЕН пурнăçĕнче çĕр ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пысăк вырăн йышăннă. Çĕр ĕçченĕсем авалтанпах сумлă шутланнă. Пĕчĕк пепке хăйĕн амăшĕ патнелле туртăннă пекех, чăваш та яланах Çĕр-аннемĕр еннелле туртăнать. Çак ытарлă туртăм-йăла йăхран-йăха куçса пырать. Чăваш çемйинче ачасене пĕчĕкренех тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарса ÿстереççĕ. Йăх-несĕлсен ырă йăли-йĕркисемпе, вĕсен тĕрлĕ енлĕ ĕçĕсемпе паллашасси ача сачĕнченех пуçланать.

Нумаях пулмасть «Ромашка» ача сачĕнче, В.Севрюгина воспитатель ертсе пынипе, вăтам ушкăнри ачасем чăвашсен «Пÿрне пек ача» юмахне кăтартса пачĕç. Театрализациленĕ юмахра пĕчĕккисем пирĕн мăн асаттесем пасарта ĕç лашине туяннине, вĕсем мĕнлерех çĕр сухаланине-сÿреленине, çаранра утă çулнине, уй-хирте еплерех тырă вырнине, ăна йĕтемре çапнине илемлĕх меслечĕсемпе сăнларĕç. Кунсăр пуçне вăйăра юрланине, такмакласа ташланине, тĕрлĕ вăйăсем вылянине кăтартрĕç. Çавăн пекех представленире чăвашсен тупмалли юмахĕсемпе халăх сăмахлăхĕсем те пулчĕç («Юлташ çук пулсан – шыра, тупсан – астуса усра», «Халăхпа пур ĕç те пулать, пĕччен ним те пулмасть», «Ĕç хыççăн канма та аван» тата ытти те).

Çĕр ĕçченĕн çулне халалланă мероприятие ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллăн йышăнчĕç. Çакнашкал кăсăклă представлени хатĕрлесе кăтартнăшăн вĕсем Валентина Владимировнăна тата ачасене ăшшăн тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика